Шупашкарта тепĕр комплекс ĕçе кĕчĕ

1 Июл, 2016

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче «ЭКРА» наука-производство предприятийĕн нумай тĕллевлĕ комплексĕн иккĕмĕш уйрăмне уçрĕç. Çĕнĕ çурт умне коллектив ирех пуçтарăнчĕ.

Савăнăçлă пухăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вице-премьер-экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

— Комплекса хута яма пĕр миллиард тенкĕ тăкакларăмăр, — пĕлтерчĕ Константин Дони генеральнăй директор.

ЧР Пуçлăхĕ çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртни республикăн чи малтан пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕсенчен пĕри пулнине, «ЭКРА» пысăк пахалăхĕпе чапа тухнă реле хÿтĕлевĕн микропроцессорĕсене шухăшласа кăларнине тата сутлăха ăсатнине палăртрĕ.

— Предприяти çĕршывра тата чикĕ леш енче хăйĕн рынокне шыраса тупрĕ, панă сăмахне тытнине партнерсене кăтартрĕ, — терĕ М.Игнатьев.

Вăл производство цехĕсене кĕрсе çĕнĕ технологипе паллашрĕ, сотрудниксемпе калаçрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Рубрика: