Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ

1 Июл, 2016

Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер тата кил хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать.

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕл­тернĕ тăрăх — çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăка 57,9 пин гектар çулнă, 46,2 пин тонна утă /64,1%/ хатĕрленĕ, 97,8 пин тонна — сенаж /57,5%/, 3,9 пин тонна силос /1,9%/ хывнă. Пĕр выльăх пуçне /сыснапа кайăк-кĕшĕке шутламасăр/ 8,4 центнер апат единици чухлĕ хатĕрленĕ. Шупашкарпа Вăрмар районĕсенче кăтарту чылай пысăк: 15,9 тата 14,7 центнер.

Шăмăршă /126,5%/, Улатăр /114,2%/, Вăрмар /103,7%/ районĕсем утă хатĕрлессипе плана ирттерсе тултарнă. Сенаж хывассипе Красноармейски /117,5%/, Элĕк /101,8%/, Вăрмар /101,5%/ тăрăхĕсем малта.

В.ВАСИЛЬЕВ.