Пирĕн ĕçтеш - Росстат конкурсĕн çĕнтерÿçи

1 Июл, 2016

Росстат Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă сăнÿкерчĕксен «Манăн Раççей» конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Çĕршыв шайĕнчи тупăшăва сăн­ÿкерчĕк тума кăмăллакансем тата профессионалсем 3600 ытла ĕç ярса панă. Пĕрремĕш ушкăнри çĕнтерÿçĕсене икĕ тапхăрпа уçăмлатнă: ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн сайчĕпе усă куракансем хăйсене килĕшекен хайлавсемшĕн сасăланине тĕпе хурса пысăк хаклава тивĕçнĕ 10 автора финала кăларнă, ун хыççăн ятлă-сумлă жюри йышăнăвĕпе вĕсен чи лайăх сăнÿкерчĕксене суйласа илнĕ.

«Манăн Раççей» конкурсăн пĕрремĕш премине Свердловск облаçĕнчи Наталья Краева, иккĕмĕшне Курган облаçĕнчи Татьяна Плюснина тивĕçнĕ. Пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» хаçатăн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин «Пăшăл пăтти» /Сарафанное радио/ сăнÿкерчĕкпе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Конкурса килнĕ интереслĕ сăнÿкерчĕксене, çав шутра çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене, Росстат фойинче вырнаçтарнă экспозицие кĕртнĕ.