Пирĕн команда - иккĕмĕш

27 Июн, 2016

Çĕртмен 24-25-мĕ­шĕсенче Сыктывкар­­­­­та «Йывăç тÿн­те­­ре­кен-2016» Раççей чем­­­­­пионачĕ иртнĕ. Чăваш Ен чысне Артем Шашков /«Стройавтохозяйство» ООО/, Сергей Субботин, Андрей Епифанов /«Лесной двор» ООО/, Андрей Веселицкий /«Стройавтохозяйство» ООО/ хÿтĕленĕ.

27 регионран 30 команда вăй виçнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Чăваш Ен команди Карели спортсменĕсенчен çеç юлса иккĕмĕш вырăна йышăннă. А.Веселицкий юниорсен хушшинче кăçал та пĕлтĕрхи пекех çĕнтернĕ. Вăл Раççей командин йышĕнче кĕркунне Польшăра иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕ.