Ачасем мĕнрен кая?

25 Июн, 2016

Ытларикун Шупашкарта, Андриян Николаев ячĕллĕ паркра ача-пăча Акатуйĕ иртрĕ. Ăна хулара виççĕмĕш çул йĕркелеççĕ.

«Аслисем çуллен Акатуй ирттерсе ака-суха уявĕ вĕçленнине паллă тăваççĕ. Ачасем мĕнрен кая тата? Вĕсем те çулталăкĕпех тар тăкнă, йывăр сумка йăтса кашни кун шкула ăс пухма чупнă. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнине уявламаллах», — палăртрĕ Акатуя пуçланă май Шупашкарти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕ Любовь Кузнецова.

Кунта хулари шкул çумĕнчи лагерьсенчи ачасем, фольклор, юрă-ташă ушкăнне çÿрекен чăваш чунĕллĕ çамрăксем пухăнчĕç. Асатте-асанне, кукамай-кукаçи йăли-йĕркине сума суни куçкĕрет: шур акăшсене аса илтерекен шăпăрлансем карталанса хĕвеле май çаврăнчĕç. Уява пурте чăваш тумĕпе килнĕ. Улăм карта айккинче 9-10 çулсенчи арçын ачасем паттăр ятне çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Хĕрачасем тĕрлĕ тĕслĕ çипрен пĕчĕк кавирсем çыхрĕç, тăварлă чустаран, тăмран открыткăсемпе теттесем ăсталарĕç. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине те сăнласа кăтартрĕç шăпăрлансем. Ятарласа йĕркеленĕ ăсталăх класĕсенче йăх-несĕлĕн ал ĕçĕсемпе паллашрĕç. Кунта чăваш хĕрарăмĕсен алка-вăчăрипе хушпу-тухья куравĕ те ĕçлерĕ.

Ача-пăча Акатуйĕ çулленех хăйне евĕрлĕ иртет. Кăçал Ĕç çынни çулталăкне халалласа «Çын ĕçпе илемлĕ» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Акатуйăн пĕчĕк хăнисем çак кун кăмăл туличченех паркра чуччу ярăнчĕç, юрласа-ташласа савăнчĕç. Ача-пăча Акатуйне малашне республика шайĕнче ирттересси пирки те калаçу пуçарчĕç.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.