Чăваш хаçачĕсем - лайăххисен йышĕнче

24 Июн, 2016

РФ национальноçсен ĕçĕсен агентстви регионсенчи 31 чĕлхепе тухакан массăллă информаци хатĕрĕсен чи лайăх изданисемпе информаци ресурсĕсене палăртнă.

Çак йыша "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсемпе Шупашкар районĕнчи "Тăван Ен” хаçат та кĕнĕ. Вĕсен материалĕсем пичет мелĕпе те, электрон версипе те кун çути кураççĕ. Агентство сайтĕнче "Раççей халăхĕсен тĕрлĕ чĕлхипе тухакан МИХсемпе информаци ресурсĕсем" баннер вырнаçтарнă. Унта çак чĕлхесен кун-çулĕ, аталанăвĕ тата вĕсемпе усă курни яр уççăн курăнать. Паянхи кун тĕлне çĕнĕ уйрăмра 42 информаци ресурсĕпе паллашма пулать.

Александр ИВАНОВ, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ: "Хальхи вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсен чылай кăларăмĕ вырăсла пичетленет. Пирĕн вара тăван чĕлхепе культурине упраса хăварасси çинчен те манмалла мар. Тăван чĕлхе сумне ÿстерме ача-пăчаранах пуçламалла. Ку енĕпе тĕрлĕ министерствăпа ведомствăн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле. РФ национальноçсен ĕçĕсен агентстви чăваш хаçачĕ-журналне лайăххисен йышне кĕртни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать".