Çĕрĕ çителĕклĕ, вăй хуракан çук

26 Мар, 2014

«Çĕрпе усă курмарăн – штраф тÿле», – асăрхаттарать пирĕн район хаçачĕ. Эпĕ ас тунă тăрăх – тин çеç чăмăртаннă çемьесем çĕр паман пирки уйрăлса тухса кил-çурт çавăраймастчĕç. Кĕтĕве тарăн çырма-çатрара çÿретнĕ май ĕне выльăх урине хуçасран чун çукчĕ. Çамрăк бригадир ларма çемçерех пултăр тесе урапа тĕпне утă хурса килнĕшĕн 7 çуллăха тĕрмене лекни те асрах.

Эпĕ Сахалин утравĕ çинче хĕсметре пултăм. Унта кайнă чух вырăнĕ-вырăнĕпе усă курман е этем ури пачах пусман çĕрсем выртнине курсан тĕлĕнтĕм.

Борис Ельцин влаçа ларсан колхоз- совхозсене аркатса çĕре халăха валеçсе пачĕ. Çĕрĕ çителĕклех, анчах халăх ĕçсĕр юлчĕ. Хуçалăхăн пур пек техникине хуçасем сутса ĕçсе-çисе ячĕç. Çирĕм çул иртсен хамăр йăнăша ăнланса илтĕмĕр. Мĕншĕн-ха пуçлăхсем халăхпа канашламасăрах пурнăçа аркатма васкаççĕ?

Этем кун-çулĕ чечек пек: ирхине çурăлать те каçхине шанать. Çакна шута илсен пĕр-пĕринпе йĕркеллĕ, тирпейлĕ, çураçуллă пурăнмалла пек. Анчах çынна хапсăнчăк кăмăл пĕтерет. Мĕншĕн тесен унашкалли яланах çĕнтерет.

Паян чылай çĕр лаптăкĕ усăсăр выртать. Хресченĕн ăна сухаласа акма вăй-халĕ те, укçи-тенки те çук. Мĕншĕн тесен вăл ватăлчĕ. Ялта вара лаша та, техника та çук. Ĕне кĕтĕвне тытса яма çын юлмарĕ. Çав вăхăтрах çĕрпе усă курманшăн штраф тÿлеттерессипе хăратаççĕ.

Çĕре сухаласа çемçетмесĕр нимĕн те акаймăн. Механизатор та çук ялта. Хресчене хÿтĕлес вырăнне юнасах вăрçаççĕ.

Шухăшăма пуçлăхсенчен кам та пулсан вулатăрччĕ тесех çыртăм. Мĕншĕн тесен çак ыйту паян кашни ял çыннине пырса тивет.

Вăрнар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.