Чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ

26 Мар, 2014

Паян акционерсен "Промтрактор" уçă пĕрлешĕвĕнчи цехран чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ – "АГРОМАШ – 4000" – тухать. Историллĕ çак саманта курма, çĕнĕ производствăпа паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен яваплă çынсем килсе çитнĕ.

Аса илтерер: пĕлтĕрхи кĕркунне Красноярск завочĕ хупăнсан мĕн пур пурлăха Шупашкара куçарнă. Ĕçре кирлĕ хатĕр-хĕтĕре 700 автопуйăспа турттарса килнĕ. Каярах чикĕ леш енче туса кăларнă линисем туяннă. Ăсталăха алла илме чăвашсене Çĕпĕр специалисчĕсем пулăшнă. 2014 çул пуçламăшĕнче "Промтрактор" заводра çĕнĕ производство хута кайнă. Кирлĕ пулсан çулсерен 2000 машина таран кăларма пултарать.

Хальччен Красноярскра кăларнă "Енисей" комбайн моделĕсен никĕсĕ çинче çуралнă вăл. Механизаторсен сĕнĕвĕсене шута илсе техникăна модернизациленĕ. Малтанхи модельсемпе танлаштарсан çĕннипе ĕçлеме комбайнерсене темиçе хут меллĕрех, кабинăра компьютер, кондиционер тата ытти те пур.

Чăвашра комбайн туса кăларма тытăнни республикăшăн паха ĕнтĕ. Халĕ ĕçлекен уй-хир карапĕсенчен çурри ытларахăшĕ кивелнĕ. Вырмара ĕлкĕрсе пыма хăватлăх çитменрен ĕççи вăраха каять, тухăç çухалать. Вырăнта комбайнсем туса кăларсан лару-тăру улшăнмаллах.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.