Çÿресчĕ-ха пулла çулла!

23 Июн, 2016

Çуллахи вăхăтра кирек кам та çут çанталăкра пулма кăмăллать. «Пÿртре пăчăхса лариччен кунĕпех урамра пулма хатĕр. Пахчара ĕçлесси, уйра утă тăвасси — хăйне евĕр спорт мар-им-ха? Çăмăл атлетикăна кăмăллаканăн, футбол-волейбол вăййисене килĕштерекенĕн çеç мар, кунĕпе алла сенĕк-кĕрепле тытса вăй хураканăн та хул-çурăмĕ пиçĕхет-çке. Çулла пурте хĕле хатĕрленме пуçлаççĕ вĕт!» — тет Вăрмар районĕнчи Шăхальти Катя Иванова.

Çут çанталăка чунтан юратнăранах пулла çÿреме кăмăллать вăл. Пĕчĕк чухнех ашшĕпе пĕве хĕррине васканăскер паян та киле унтан тулли витрепе таврăнать.

— Виçĕ çул каялла виçĕ килоллă пулă тытни асрах-ха... Вăлта хулкки, çурринчен ытларах шыва чикĕнсе тăраканскер, сасартăк тайăнса тÿрленчĕ. Каллех путрĕ те тайăлса тÿрленчĕ. Сисĕни-сисĕнми чĕтренсе аяккалла шуса кайрĕ. Вăлтана карт! туртрăм. Вăлта вĕçĕнче йывăр та чĕрĕ япала хыттăн чĕтреннине туйса ăна хăвăрттăн çыран хĕррине кăларса пăрахрăм. Мĕн пысăкăш пулă! Савăнăç виçесĕр пулчĕ ун чухне. Килтисем те мухтарĕç. Çатмара пиçнĕскере юратса çирĕç. Паян та пулă кĕрет вăлтана. Çавăнпа чунра ырă, татах та тата пулă тытасчĕ çуллахи каникулта, — тет вăл савăнăçлăн.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрмар районĕ,

Шăхаль.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.