Иван Николаев - Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕ

21 Июн, 2016

Иван Николаевич Николаев 1946 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Куснарпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Полковник, профессор, çар ăслăлăхĕсен докторĕ, регионти «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ» общество организацийĕн председателĕн заместителĕ. Тăван чăваш çĕрĕ çинче нумайăшĕ кĕтекен хăна.Иван Николаевичпа тĕл пултарса шăпа мана чăн-чăн парне кÿчĕ.

— Иван Николаевич, сирĕнте вăй-хал тапса тăрать, хастарлăхăр та иксĕлми. Сирĕн ÿсĕмри çынсем тивĕçлĕ канура лăпкă пурăнаççĕ. Эсир куна еплерех ирттеретĕр, мĕнлерех тĕллевсемпе пурăнатăр, мĕн тăватăр?

— Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ ĕçлетĕп-ха, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен Пĕтĕмĕшле çар академийĕн тĕп кафедрин профессорĕ. Çав хушăрах 2 аспирантпа 2 магистра ертсе пыратăп. Ăслăлăх ĕçĕсĕр те пурăнмастăп: кăçал Раççейри ăслăлăх журналĕсенче монографи, 8 статья пичетлесе кăлартăм.

— Общество ĕçĕ — чикĕсĕр ăнлав. Сирĕн общество ĕçĕ мĕнрен пуçланчĕ-ха тата паян ку енĕпе мĕнле тивĕçсене пурнăçлатăр?

— Çапах та интереслĕ вăл пурнăç тени... Тен, ку шăпа пулчĕ? Мана СССР Журналисчĕсен союзĕн йышне илмешкĕн виçĕ рекомендаци кирлĕччĕ. Иккĕшне тÿрех илтĕм. 90-мĕш çулсенче, Куйбышев ячĕллĕ Çар-инженери академийĕнче преподавательте ĕçленĕ вăхăтра, мана вырăс чĕлхи кафедрине Владимир Никифорович Абашев патне пыма хушрĕç. Ун чухне кафедрăра 55 çĕршыври офицер вĕренетчĕ, çÿллĕ шайри профессионалсене, çар специалисчĕсене, хатĕрлетчĕç.

Иксĕмĕр те Чăваш Енрен пулнине пĕлсен чуна уçса чылайччен калаçрăмăр. Абашева та, мана та тăван тăрăхран аякра чухне ентешсем мĕнлерех хутшăнса пурăнни хумхантарчĕ. Владимир Никифоровичран КПСС Тĕп Комитечĕн Политвĕренÿ çуртĕнче ентешсен тĕлпулăвĕсем, уявсем иртнине пĕлтĕм. 90-мĕш çулсенче Мускав варринче Чăваш Енрен тухнă 500-е яхăн çын тĕл пулать, тăван чĕлхепе калаçать, тĕп хулана килекен пултарулăх коллективĕсен чăваш юррисене итлет, фольклор ушкăнĕсене хутшăнать — çакна пĕлсен çав тери тĕлĕнтĕм. Чунăм юрларĕ, тăван чĕлхе, культурăпа йăла-йĕрке манăçа тухманшăн мăнаçлантăм.

Çак самантран пуçласа ентешĕмĕрсен общество мероприятийĕсене пĕрмаях хутшăнма тытăнтăм.

— Регионти «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ» общество организацине йĕркелес шухăш мĕнле çуралчĕ?

— 1997 çулта Мускавра Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе, Андриян Григорьев космонавт летчикпа «Чăваш Ен асамачĕ» фестивалĕн уяв мероприятийĕсенче пĕрле çÿрерĕм. Унта чăвашран тухнă офицерсем сахал марччĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче эпир офицерсен пысăках мар йышĕпе пухăнтăмăр та Чăваш Енре çуралса ÿснĕ çар çыннисен тĕлпулăвне нарăсăн 23-мĕшĕнче йĕркелеме йышăнтăмăр.

Çак шухăшпа РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Геннадий Семенович Федоров патне пытăм. Вăл мана тĕплĕн итлерĕ, хăйĕн пĕрремĕш çумĕпе А.И.Григорьевпа /çар çынни пулнă, полковник/ паллаштарчĕ. Анатолий Иванович манăн ыйтăва хăвăрт ăнланчĕ, эпир малашнехи тĕллевсене палăртрăмăр. Пире пысăках мар пÿлĕм уйăрса пачĕç, пĕрремĕш тĕлпулăва 20-е яхăн çынна /Оборона министерствин представителĕсене/ пухрăмăр. Çак тĕлпулăвах Чапаевăн тăхăмĕсене Евгения Артуровнăна тата Василисăна чĕнтĕмĕр.

Пĕрремĕш тĕлпулăва ăнăçлă ирттернĕ хыççăн эпир çар çыннисене пĕр чăмăра пĕрлештерме йышăнтăмăр. Тепĕр çулхине 40 çын ытла — тĕрлĕ çар тытăмĕсен сотрудникĕсем, чикĕ хуралçисем, отставкăри çар çыннисем... — пухăнчĕç. Тĕлĕнмелле те, пирĕн общество организацине ытти наци — вырăс, мордва, тутар... — çыннисем те кĕме кăмăл турĕç.

Кашни мероприятие видеопа ÿкерсе илетпĕр. Вĕсене пухса хамăрăн ĕç-хĕл тата офицерсем çинчен фильм хатĕрлесшĕн. «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕ» общество организацине официаллă йĕркепе 2003 çулта регистрациленĕ. Хамăрăн организаци ертÿçине эпир Комсомольски районĕнчен тухнă Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирала суйларăмăр.

— Офицерсен юлташлăхĕн тĕллевĕсем еплерех? Хăвăр çине мĕншĕн çакнашкал яваплăх илтĕр-ха?

— Чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси, тăван тăрăха аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывасси, Чăваш Республикин тулашĕнче ентешĕмĕрсене пулăшса пырасси тата, паллах, çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси — пирĕн тĕп тĕллевсем. Эпир паттăрлăх урокĕсем, кадетсен тата çамрăк армеецсен класĕсен смотр-конкурсĕсене ирттеретпĕр.

— Чăваш Енрен тухнă, Мускавра пурăнакан офицерсен юлташлăхĕ çинчен пурте пĕлмеççĕ-тĕр?

— Пирĕн организаци çинчен http:www.ofizery.ru сайтра çырса кăтартнă. Организаци 2005 çултан пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттерекен Парада хутшăнать. Эпĕ хамăрăн офицерсен колоннине ертсе пыратăп. Паянхи кун тĕлне «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организацире офицерсен йышĕ 400 çынран иртрĕ. Тăван тăрăха килсен пире Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви кашни çулах пысăк пулăшу кÿрет — пурăнмалли вырăн, транспорт уйăрать. Сăмах май, кăçал çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпир темиçе мероприятие те хутшăнтăмăр, тепĕр кунхине районсене тухрăмăр, Шуршăла çитсе килтĕмĕр.

Организаци йышне кĕрес пирки чарăнса тăрасшăн. Пирĕн палăртнă йĕркепе çирĕплетнĕ ыйтса çырнин бланкĕ пур. Ăна правление тăратмалла, вара эпир пĕрлехи пухура çар çыннине хамăрăн общество организацине илесси çинчен йышăну кăларатпăр.

— Сирĕнпе пĕр шухăшлисем Чăваш Енре тата мĕнле акцисем, проектсем ирттереççĕ?

— 2008 çултанпа эпир çар комиссариачĕсенче офицерсен пухăвĕсене ирттеретпĕр. Кадетсен класĕсен хушшинче смотр-конкурс йĕркелесси те йăлана кĕчĕ. Республикăн пĕтĕмлетÿ смотр-конкурсĕ Çĕмĕрле хулинче иртет, унта жюри чи лайăххисене палăртать. Çĕнтерÿçĕ командăна Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Мускава кадетсен класĕсен смотр-конкурсне йыхравлаççĕ. Кăçал Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти кадетсем Мускавра аслă ÿсĕмрисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

— Ачăрсем сирĕн çулпа кайрĕç-и?

— Эпир икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Вĕсем электроникăпа математика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Асли ШĔМ органĕсене службăна вырнаçрĕ, юридици пĕлĕвĕ те илчĕ. Майора çитрĕ, çав вăхăтра сахал тÿленипе ĕçĕнчен кайрĕ. Çĕнйĕркелÿ вăхăтĕнче ăна ăнăçлă аталанакан фирмăра ĕçлеме сĕнчĕç. Кĕçĕнни манăн çулпа кайрĕ, паян вăл службăра, подполковник. Унăн ĕçне Раççей прессинче темиçе хутчен те палăртрĕç.

— Эсир — телейлĕ кукаçи, мăнукăрсем мĕнпе кăсăкланаççĕ?

— Аслă хĕрĕн икĕ ача. Мăнукăм Владислав — Мускаври Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн студенчĕ. Иккĕмĕшĕ кăçал 1-мĕш класа каять, Чăваш Ене хăнана килме юратать. Кĕçĕн хĕрĕн ывăлĕ 8-мĕш класран вĕренсе тухрĕ.

— Иван Николаевич, Мускавра ĕçĕр нумай пулин те эсир тăван тăрăха пĕрмаях килетĕр, кунта та ахаль тăраймастăр. Тепĕр çамрăк çын та çапла пултараймĕ. Сирĕн мĕнле те пулин вăрттăнлăх пур-и?

— Çар пурнăçĕ арçынна дисциплинăллă, яваплă пулма, хушнине яланах пурнăçлама вĕрентет. Çарта пухнă опыт мана 70 çулта та нумай ыйтăва татса пама, хастар пулма, ентешĕмсен тата Чăваш Енĕн ырлăхĕшĕн ĕçлеме пулăшать. Хамăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн сăмахĕсене час-часах аса илетĕп тата — вăл яланах ыттисене ырă тума чĕнсе каланă.

Елена Светлая.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.