Тутарпа чăваш пĕрле

21 Июн, 2016

Чăваш Енри тата Тутарстанри аграрисем лайăх пĕлекен Николай Курчаткин генеральнăй директор ертсе пыракан «Авангард» общество уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен Пăва районĕнчи вăрман уçланкинче Сабантуй ирттернĕ. Акана хутшăннисене Н.Курчаткин, Пăва тата Çĕрпÿ райадминистрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Айзетулловпа А.Казаков, «Воддорстрой» общество ертÿçи А.Федоров саламланă. «Авангардра» тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене — 12 пин, выльăх апачĕлĕх — 3 пин, техника культурисене 2 пин ытла гектар акнă, калча парка шăтнă. Уявра мухтава тивĕçлĕ 136 ĕçчене, çав шутра «Авангарда» кĕрекен «Çĕрпÿ беконĕн» хастарĕсене, парнепе хавхалантарнă.