Чи вăйлисен ăмăртăвĕ

16 Июн, 2016

Çапла калаççĕ çăмăл атлетсем Раççей чемпионачĕ çинчен. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта пуçланакан ăмăрту, чăн та, пирĕн çĕршыв спортсменĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли пулĕ: унта мала тухнисем Олимп вăййисене хутшăнма путевка тивĕçеççĕ.

Атлетсен йышĕ те сумлă. Чăваш Ене Раççейри, çавăн пекех Европăпа тĕнчери турнирсенче палăрнисем килĕç — Иван Уховпа Анна Чичерова, Мария Кучина /çÿллĕшне сикесси/, Елена Исинбаева /шăчăпа сикесси/, Екатерина Конева /виççĕлле сикесси/ тата ыттисем хăйсен ăсталăхĕпе куракансене тĕлĕнтерĕç. Чемпионат программине спорт судйисемпе арбитрĕсем йĕркелесе тăрĕç. Тĕп судья — пĕтĕм тĕнче категориллĕ судья Владислав Антонов. Сăмах май, 2012 çулта та Раççей атлечĕсем Лондонри Олимпиадăна кайиччен Шупашкарта иртнĕ чемпионатра ăмăртнă.

ЧР çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Николай Панфилов каланă тăрăх — Чăваш Ен чысне 38 спортсмен хÿтĕлĕ. Вĕсен хушшинче — Анжелика Сидорова /шăчăпа сикесси/, Вера Ребрик /сăнă ывăтасси/, Владимир Попов /800, 1500 м/, Елена Наговицынăпа Наталья Пучкова /10000 м/ т.ыт. Çамрăксем те тĕрлĕ дистанципе секторсенче хăйсен вăйне тĕрĕслĕç.

Спорт уявĕ тунтикун 16.20 сехетре пуçланать.

А.МИХАЙЛОВ

 

Рубрика: