Чăваш Енĕн кредит рейтингне çирĕплетнĕ

15 Июн, 2016

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин пĕтĕм тĕнчери Fitch Ratings, Moody’s Investors Service рейтинг агентствисенче кредит рейтингĕсем пур. Асăннă агентствăсем Чăваш Республикин кредит рейтингĕсен мониторингне çуллен ирттереççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Fitch Ratings "ВВŒ" шайра ют çĕршыв тата хамăрăн çĕршыври валютăсем тĕлĕшпе Чăваш Республикин нумай вăхăтлăх рейтингне, "В" шайра вара — ют çĕршыв валюти тĕлĕшпе кĕске вăхăтлăх рейтингне çирĕплетнĕ. Агентствăн аналитикĕсем çакă кредит тÿлеме пултараслăх енĕпе Чăваш Ен юлашки çур çулта тăнăçлă кăтартусемпе палăрнине çирĕплетнĕ.

Кунччен маларах асăннă агентство Чăваш Республикин кредит рейтингне пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен хушшинче Чăваш Республики Чулхула, Оренбург, Пенза, Киров облаçĕсен, Удмурт Республикин, Мари Элăн, Мордовин кредит рейтингĕсен шайĕнчен малта тăрать.

Пĕтĕм тĕнчери кредит рейтингĕсен агентствисенче рейтинг пурри Чăваш Ене кивçене кĕрес политикăна усăллă йĕркелеме, регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май парать.

И.ВЛАДИМИРОВА

Рубрика: