Кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ

15 Июн, 2016

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн малтанхи са­сăлавĕн Чăваш Енри лидерĕсем — çитес суйлаври РФ Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕсем Николай Малов, Алена Аршинова, Леонид Черкесов ĕнер Шупашкарта журналистсемпе тĕл пулчĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тĕлпулăва уçнă май РФ Патшалăх Думин кандидачĕсен суйлав умĕн пурнăçламалли ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

— Финанс лару-тăрăвĕн çивĕчлĕхне шута илсе хыснари укçапа питĕ тухăçлă усă курмалла. Паян йĕркеленекен программа проектне старт паратпăр. Çурт картишĕсенче, ял тăрăхĕсенче çынсемпе куллен тĕл пулса чунне ыраттаракан çивĕч ыйтăвĕсене пĕлмелле пирĕн. Кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене тĕплĕн шута илнĕ хыççăн суйлав программи хатĕрлĕпĕр, — терĕ Николай Владимирович.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова «Единая Россия» парти политика вăйĕ пулнине, унта тăракан кашни çын сăмахĕ ĕçпе çирĕпленмеллине аса илтерчĕ. 2010-2011 çулсенче «Ачасене — ача сачĕсем» проект ĕçленĕ. Ăна туллин пурнăçлама май килнĕ. Халĕ шкулсене юсас тата çĕнĕрен тăвас тĕллев лартнă. Ачасене иккĕмĕш сменăра вĕрентес ĕç йĕркине пĕтермелле, çулсем тумалла, çамрăксене ĕçе вырнаçтармалла... — татса паман çивĕч ыйту темĕн чухлех.

— Тĕрĕсех, — килĕшрĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. — Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра та, ялсене аслă пĕлÿллĕ тухтăрсемпе тивĕçтерес ĕçре те йывăрлăхсем тупăнсах тăраççĕ. Хулапа пĕрлех ял нушине лайăх пĕлмелле пирĕн. Халăх сассине итлемелле. Вара пурнăçланакан программа йышăнăпăр.

Алена Игоревна шухăшĕпе — унчченхисене те манмалла мар. Шкул автобусĕсене илер-ха акă. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсем кивелеççĕ. Çĕнĕрен туянма май шырамалла.

Çуртсене тĕпрен юсасси çинчен те сăмах хускалчĕ. Тирпейлĕ укçа хывакансен çурчĕсене маларах юсамалла. Кун пирки калаçу пулма та пултараймасть.

Суйлавçăсем пулас депутатсене сĕнÿ-канаш параççĕ, ытларах — сăмах вĕççĕн. Çырса пĕлтерме вăхăт çук имĕш.

— Çыру çухалмасть, унта мĕн çырнине шута илеççех. Сăмахпа калани манăçма пултарать, — терĕç тĕлпулăва йĕркелекенсем.

В.ГРИГОРЬЕВ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.