Чăваш кĕнекисемпе Германире паллаштарнă

26 Мар, 2014

Пушăн 13-16-мĕшĕсенче Лейпциг хулинче /Германи/ «Leipziger Buchmesse» кĕнеке салонĕ ĕçлерĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисемпе те паллашма май пулчĕ.

Кăçал Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке курав-ярмăрккине /ăна пĕрремĕш хут 1946 çулта йĕркеленĕ, вăл Европăра чи пысăкки шутланать/ 43 çĕр-шыври икĕ пине яхăн экспонат хутшăнчĕ. Унпа пĕр вăхăтрах «Вулама юратакан Лейпциг» фестиваль ĕçлерĕ. Унăн программипе килĕшÿллĕн 410 лапамра политиксемпе общество деятелĕсем хутшăннă виçĕ пин ытла мероприяти, автор вулавĕсем, семинарсем иртрĕç.

Раççейпе Мускав хулин Правительствин «Москва книжная» издательство программипе паллаштарчĕ. Делегаци йышне регионсенчи виçĕ издательство кĕнĕ: В.Комиссаров /Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ/, А.Подчиненов /Урал федераци университечĕн издательствăпа полиграфи центрĕн директорĕ, Екатеринбург хули/, А.Воробьев /«Орлик» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ, Орел хули/.

Мускав хулин Правительствин курав стендĕнче «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», «Чувашская кухня» альбом кĕнекесем, «Из опыта народных мастеров» ярăмри «Чувашская вышивка», «Чувашские вышивки и куклы Т.Шарковой», «Чувашский мир Терентия Дверенина», «Чувашская резьба по дереву», «Чувашское узорное ткачество» тата ытти кăларăм тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç. Раççей стендчĕпе Раççей Федерацийĕн Лейпцигри Тĕп консульствин вице-консулĕ Маргарита Гореликова кăмăлласа паллашрĕ. Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă кĕнекесене вăл пысăк хак пачĕ.

Фестиваль вăхăтĕнче 300 ытла автор вулакансемпе тĕл пулчĕ. Çулсерен курава 160 пин ытла çын килсе курать. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров çирĕплетнĕ тăрăх - Лейпцигри ярмăркка кĕнеке вулама юратакан çамрăксемшĕн уйрăмах усăллă. Курава йĕркелекенсем чи малтанах вулас туртăма вăйлатас тата çĕнĕ кĕнкесемпе паллаштарас тĕллеве тĕпе хураççĕ, ăна пурнăçа кĕртме майсем туса пама тăрăшаççĕ. Ахальтен мар Германи хулисенче тата кÿршĕри çĕр-шывсенче пурăнакан çамрăксем кашни çул пуш уйăхĕн варринче Лейпцига васкаççĕ.

Германире тĕпленнĕ йăхташăмăрсем чăваш кĕнекисемпе чăннипех те кăсăкланаççĕ. Акă Лейпцигра пурăнакан Татьяна Никольская çĕнĕ кĕнекесене сăнасах тăрать, чăваш халăхĕн кун-çулне, историне çутатаканнисене туянма тăрăшать. Вулакансемпе библиофилсене çавăн пекех альбом кĕнекесем, илемлĕ тата тавра пĕлÿ литератури кăсăклантарать. Чăваш кĕнеке издательствине вăл е ку кĕнекене ярса пама ыйтса çырнă çыру час-часах килет. Нумаях пулмасть Чăваш Енрен Германие В.Тараватăн «Чарусăр чĕре», Ордем Галин «Телейлĕ пулар», Геннадий Кирилловăн «Йытăпа сунарçă» кĕнекисене ăсатнă.

Лейпциг хулинчи Нимĕç наци билиотекинче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кĕнеке сахал мар упранать. Кунта çÿрекен йăхташăмăрсем «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» /И.Тенюшев/, «Вестники зимы» /Г.Орлов/, «Ан йĕр эсĕ, Лена» /Н.Симунов/ т.ыт.те юратса вулаççĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.