Хаклă ентешĕмсем! Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

10 Июн, 2016

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ку вăл хамăр патшалăхпа мăнаçланнин уявĕ, наци пĕрлĕхĕн символĕ. Патриотизм туйăмне вăйлатаканскер хăйĕн çĕршывне юратакансене, унăн историне хаклакансене тата Тăван çĕршыв малашлăхĕ çутă пуласса шанакансене пурне те пĕрлештерет. Раççее шанса, Тăван çĕршыва тата çывăх çынсене юратса, ачасен телейĕшĕн тата атте-анне ырлăхĕшĕн тăрăшса эпир кирек мĕнле тĕллеве те татса параятпăр.

Сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей тата пирĕн Тăван çĕршыв — паттăрла историллĕ тата пысăк пуласлăхлă çĕршывăмăрăн — ырлăхĕшĕн ырă тĕллевсем сунатăп!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн

Председателĕ Ю.ПОПОВ.