Сочирен — Шупашкара

7 Июн, 2016

Çак кунсенче çăмăл атлетика командисене Сочи çĕршыв чемпионатне пухрĕ. Яланхи пекех унта Раççейри чи паллă спортсменсем Сергей Шубенков, Анна Чичерова, Иван Ухов тата ыттисем вăй виçсе пысăк çитĕнÿсем тунă.

Турнирта Чăваш Ен спортсменĕсем те ăнăçлă ăмăртнă. Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ Европа чемпионачĕн хастарĕ Анжелика Сидорова Сочире хăйне лайăх енчен кăтартнă. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ шăчăпа 4,65 метр сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Енĕн тепĕр атлечĕ Екатерина Ишова /Горбунова/ 5000 метрлă дистанцире старта тухнă. Вăрнар пики финиша виççĕмĕш çитнĕ. Унăн кăтартăвĕ — 15 минут та 31,53 çеккунт. 2012 çулхи Олимп вăййисен çăлтăрĕ Елена Наговицына вара мала тухайман пулин те чи лайăх 10 стайер йышне кĕнĕ.

Чемпионат пĕтĕмлетĕвĕпе 552 очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне Питĕр команди тивĕçнĕ. Мускав облаçĕпе Краснодар крайĕн спортсменĕсем пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарнă. Сăмах май, çывăх кунсенче атлетсем Мускав облаçĕнчи Жуковскине “Знаменскисен мемориалĕ” турнира пуçтарăнĕç. Унтан вĕсем çĕртме уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Раççей чемпионатĕнче тупăшĕç.