Чăваш предпринимателĕсем - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

27 Мая, 2016

Раççейри предпринимательлĕх кунĕ умĕн РФ Пенси фончĕ «2015 çулхи чи лайăх страхователь» конкурсра мала тухнисене чысланă. Палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин тăватă предпринимательне дипломсемпе наградăланă.

Çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар хулинчи Владимир Максимов /лакпа сăрă изделийĕсен производстви/, Красноармейски районĕнчи Олег Кусков /автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси тата юсасси/, Шупашкар районĕнчи Иван Антонов /вак суту-илÿ/ тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Александр Федоров /хресчен-фермер хуçалăхĕ/ тивĕçнĕ.

Вĕсем хăйсем патĕнче вăй хуракансемшĕн обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕн взносĕсене вăхăтра тата тулли виçепе куçараççĕ, тĕрĕс хатĕрленĕ отчетсене палăртнă срокран кая юлмасăр хальхи йышши электронлă технологисемпе усă курса çитереççĕ тата обязательнăй пенси страхованийĕн саккунне пăхăнманнипе çыхăннă çăхавсем хăйсен ĕçне йĕркеленĕскерсен ячĕпе пулман.

Пĕтĕм Раççейри конкурса Чăваш Енри тара тытса ĕçлекенсемлĕ 17,5 пин организаци тата предприниматель куçăмсăр майпа хутшăннă. 2015 çулхи кăтартусем тăрăх 16-шĕ кăтартуллисен йышне кĕнĕ — вĕсен списокне РФ Пенси фончĕн сайтĕнче /www.pfrf.ru/ «Регионта пурăнакансем валли информаци»/«Чи лайăх страхователь» конкурс» пайра вырнаçтарнă. РФ Пенси фончĕн Правленийĕн председателĕ алă пуснă дипломсене вĕсем республикăн район-хулинче ирттерекен мероприятисенче тивĕçĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх страхователь» конкурса улттăмĕш çул ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ — бизнесăн социаллă яваплăхне ÿстересси. Ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем патĕнче тăрăшакансемшĕн тÿленĕ взнос паянхи пенсионерсене пенси памашкăн тата халĕ ĕçлекенсен ватлăх укçине пухмашкăн хывăнать.

В.ИЛЬИНА.