«Пылак сухан» тата хаваслă ачасем

26 Мая, 2016

Тантăшăмăрсем, эсир хăçан та пулин пылак сухан çисе курнă-и? Ахăртнех, сирĕнтен чылайăшĕ çук тесе пуçне пăркаларĕ. «Куççуль кăларттаракан хаяр сухан ăçтан пылак пултăр-ха?» — тĕлĕннине пытармарĕ хăшĕ-пĕри. Эппин, çĕнĕ çулçÿреве — пылак сухан шыравне — тухма хатĕр-и эсир? Паллах, маттур ачасем яланах хатĕр.

Альбина Исемпи ятне илтнех вулаканăмăрсем. Унăн калавĕсем «Тантăш» хаçат страницисенче пĕрре мар пичетленнĕ. Ачасен тĕнчине ăшпиллĕн çутатса паракан авторăн хайлавĕсем ансат, çав хушăрах интереслĕ. Кулленхи пулăмсемпе ĕçсенче хăйне евĕрлĕхпе пысăк пĕлтерĕш асăрхаса çакна ачасем патне илсе çитерме тăрăшать Альбина Петровна. Ку туртăм ăнсăртран çуралман. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенчи шкулсенче ĕçленĕ пулас çыравçă. Халĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра вăй хурать. Альбина Исемпи — «Чечеклĕ пурнăç асамçи» /2006/, «Аслати курăкĕ» /2007/, «Пĕчĕк космонавт» /2008/ кĕнекесен авторĕ.

Нумай пулмасть вара Чăваш кĕнеке издательствинче писателĕн çĕнĕ тĕпренчĕкĕ — «Пылак сухан» /тиражĕ — 1000 экземпляр; редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Иван Алексеев/ — кун çути курчĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăма çирĕм тăватă калав кĕнĕ.

Хайлавсенчи тĕп сăнарсем — ачасем. Пĕрре те тунсăхласа лармаççĕ вĕсем. Е арпус вăрри акаççĕ те вăл шăтса тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ /«Иксĕлми телейлĕ Илемпи»/, е сип-симĕс йăлтăркка нăрăпа туслашаççĕ /«Пурçăн Кĕпе»/, е куштан хур аçине ыр кăмăллăхпа парăнтараççĕ /«Каçăр Куçма»/, е ашшĕне акăлчанла калаçма вĕрентеççĕ /«Çамрăк вĕрентекен»/, е хăяр вăррине кайса пахчари мина тĕлне пулаççĕ /«Пахчари мина»/... Пĕр-пĕр пăтăрмаха çаклансан та унтан хăтăлса тухма пĕлеççĕ, вырăнлă сăмах калама тавçăрулăх çитереççĕ арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем. Авă «Асанне вăрттăнлăхĕ» калаври Илюк вăрмантан пушă алăпа таврăнать те ухват йăтса мачча тăррине кармашать. Ара, хутаçри мăйăр илĕртет-çке. Мăйăр урайне шăпăртатнă хушăра Илюкăн асламăшĕ çитсе кĕрет. Ача шарт сикет. «Шăшисем тапăнман-ши тесе çеç тĕрĕслерĕм. Кÿршĕри Çинуксенне хуппине çеç хăварнă тет те...» — тÿрре тухма пăхать вăл.

Шăпăрлансем пĕр-пĕринпе тата аслисемпе кăна мар, чĕрчунсемпе те, выльăх-чĕрлĕхпе те туслă. Сăмахран, Пальмира /«Сирень»/ Тунюк тата Сирень ятлă ĕнисене питĕ юратать, вĕсене çитерме çÿрет. Сиренĕн пăрулама вăхăчĕ çитсен çитĕннисемпе пĕрле хĕрача та пăшăрханать уншăн. Майĕпен пурнăç кăткăслăхне ăнланса пырать Пальмира. Тепĕр чухне ĕмĕтленни, кĕтни, шанни тÿрре тухмасть иккен...

Альбина Петровна ачасене те, чĕр-чунсемпе вĕсен пурнăçне те куç умне кăлармалла сăнлать. «Квинт» калавра килсĕр, хуçасăр йытăсен терт-нуши çинчен ĕненмелле çырса кăтартнă. «Паттăр Туçкă» вара килти, арманти шăшисемпе йĕкехÿресене тĕп тăвакан харсăр кушакпа паллаштарать.

Пылак сухан шыравне тухнă вулакансем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйту хуравне çак кĕнекерех тупаяççĕ. Тен, хăвăрăн та тутанса пăхас килĕ пĕр вă-хăтрах пылак та хаяр пахча çимĕçе.

Çапах та мĕнре-ха Альбина Исемпи пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ? «Ăшă варкăш» ум статьяра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çапла çырать: «Ачасен чун туртăмне, кăмăл-туйăмне питĕ аван туять çыравçă. Ăна вăл кĕслеçĕ хĕлĕхсене çепĕç пÿрнисемпе асамлăн перĕнсе пире тыткăнлакан сасă кăларнă пек чĕрĕ те сăнарлă чĕлхепе çырса кăтартать. Альбина Исемпин чĕлхе ÿнерĕ, ман шутпа, хăй ятарлă тĕпчеве тивĕçлĕ. Ача-пăча калаçăвĕнчи çĕнĕ сăмахтăваслăх та, сăнарлăха палăртаслăх та ун пуплевĕнче шыв юхнă пекех çыпăçуллăн та çыхăнуллăн пулса пыраççĕ, чуна тыткăнлаççĕ».

Мĕнпур калав шăнăрĕнче — «ырă кăмăллă, таса чунлă çитĕнмелле» тени. «Вара хăвна та, ыттисене те лайăх пулĕ. Хĕрÿ хĕвел те ăшшипе яланах савăнтарĕ...» — палăртать Альбина Исемпи. Çак шухăша тĕпе хурса пурăнсан çут тĕнче те илемлĕрех курăнĕ, кунĕ те хаваслă иртĕ, суханĕ те пылак пулĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.