БМВпа, ытла та пуçтах

24 Мая, 2016

Следстви комитечĕн Шупашкарти Калинин районĕнчи пайĕ Шупашкар районĕнчи Ишлей поселокĕн 24 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчет. Вăл ниçта та ĕçлемест, анчах çакă ăна хаклă БМВ рулĕ умне ларма чăрмантарман. Сĕмсĕрскере влаç представителĕсем тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн айăплаççĕ.

Пăтăрмах çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче 16 сехет иртсен Шупашкарти Калинин урамĕнче пулнă. ПАИ сотрудникĕсем патшалăх регистраци палли вуланманнине асăрхаса БМВ автомобиле чарнă. Çийĕнчен машинăн кантăкне те ытлашшипех тĕксĕмлетнĕ иккен. Руль умĕнчи çамрăк вара автоинспектор аллипе машина алăкĕн кантăкне тытнине пăхмасăр вырăнтан тăруках тапраннă. Çавна май йĕркелĕх хуралçине 15 метра яхăнах сĕтĕрсе кайнă — пакунлă çын çавăн хыççăн тин вĕçерĕнсе çул çине ÿксе юлнă.

Сĕмсĕр каччă вара вырăнтан пăрахса тарнă. Паллах, шырав пуçарнă та — машинăна часах Патрис Лумумба урамĕнче тупнă. Водителĕ çук. Ăна тепĕр кунне тытса чарнă. Преступлени сĕмсĕрлĕхне шута илсе тата должноç тивĕçĕсене пурнăçлакан полицейски тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн следователь ыйтнипе суд çамрăк çынна икĕ уйăхлăха хупса хума йышăннă.

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн ăна 2 пин тенкĕлĕх штрафланă. Паллах, яваплăх çакăнпа кăна вĕçленмĕ. Сĕмсĕр çамрăка уголовлă айăплав та кĕтет.

Н.ДМИТРИЕВ.

 

Рубрика: 
Автор: