Шупашкарта - Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль

17 Мая, 2016

Çу уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалласа Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль иртет.

Чи малтанах ăна 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ. Ун чухне пирĕн тĕп хулара çывăхри тата инçетри чикĕ леш енчен паллă актерсемпе кинорежиссерсем килнĕ. 2009 çулта Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йăлана кĕртме йышăннине РФ Культура министерстви ырласа кĕтсе илнĕ.

8 çул тăршшĕнче кинофорум кино ÿкерекенсен, режиссерсемпе актерсен хушшинче анлă сарăлнă, унта пин-пин куракан пулнă. Кинофестивале тĕрлĕ çулсенче Э.Рязанов, И.Муравьева, Л.Федосеева-Шукшина, М.Ефремов, И.Скобцева-Бондарчук, Д.Астрахан, Б.Грачевский, Н.Высоцкий, А.Нилов, И.Чурикова, Л.Боярская тата Раççейри, Казахстанри, Эстонири, Грузири, Азербайджанри, Беларуçри, Сербири, Аслă Британири, Францири, Болгарири, Финляндири, Индири, АПШри ытти нумай актерпа режиссер хутшăннă.

Фестиваль вăхăтĕнче фильмсем кăтартма, паллă тата çамрăк актерсемпе, режиссерсемпе пултарулăх тĕлпулăвĕсем, çавра сĕтелсемпе пресс-конференцисем йĕркелеме палăртнă.