Чăваш Енре — Киров облаçĕн делегацийĕ

13 Мая, 2016

Чăваш Енре çу уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Киров облаçĕн Правительствин делегацийĕ /ертÿçи — Правительство Председателĕн заместителĕ, юстици министрĕ Роман Береснев/ ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашасси, икĕ регионăн ĕçтешлĕхне анлăлатасси тата çирĕплетесси, пĕр-пĕрин опытне тишкересси.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Киров облаçĕн делегацийĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулу ирттерчĕ. Вăл çакнашкал визитсем икĕ регионшăн та усăллă пулнине палăртрĕ. Роман Береснев хăйсене Чăваш Енре питĕ лайăх кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ, республикăн экономика, вĕрентÿ, спорт, культура тата ытти сферăри опычĕпе хăйсем патĕнче те усă курма планланине пĕлтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА