«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»

5 Мая, 2016

Çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Хальхинче вăл улттăмĕш хут иртрĕ, ăна чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

Конкурса республикăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 44 çын, ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшăннă. Ĕçлекен çамрăксен пултарулăх ĕçĕсем — сахалрах. Хĕрсем хастартарах пулнине палăртмалла.

Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: проза, поэзи тата драматурги. Кашни номинацирех вырăсла тата чăвашла ĕçсене уйрăмшар пăхса тухнă. Пурĕ 53 ĕç: вĕсенчен 16 — чăвашла, 37 — вырăсла. Поэзи жанрĕпе хутшăнма кăмăл тунисем проза жанрне суйланисенчен ытларах. Драматургипе вара пĕр ĕç те килмен.

«Проза» номинаци çĕнтерÿçисем:

вырăсла:

1 вырăн — Валерия Алексеевна АЛЕКСЕЕВА «Научи меня любить»;

2 вырăн — Анастасия Юрьевна ДАНИЛОВА «Детство Ромки»;

2 вырăн — Илемби Петровна СТЕПАНОВА «Исповедь маленького существа»;

3 вырăн — Анна Николаевна СЕРГЕЕВА /АЛКОНОСТ/ «Здравствуйте, не желаете ли купить шарик»;

чăвашла:

1 вырăн — Ольга Михайловна АВСТРИЙСКАЯ /ИВАНОВА/ «Чăлах пуканесем»;

2 вырăн — Екатерина Александровна КОШЕЛЕВА «Вăрманти тĕлпулу»;

3 вырăн — Инесса Николаевна ШАШКИНА «Икĕ тĕнче хушшинче».

«Поэзи» номинаци çĕнтерÿçисем:

вырăсла:

1 вырăн — Андрей Олегович ЛЕНКИН;

2 вырăн — Ольга Михайловна АВСТРИЙСКАЯ /ИВАНОВА/;

3 вырăн — Диана Арнольдовна МОИСЕЕВА;

чăвашла:

1 вырăн — Лариса Николаевна ПЕТРОВА;

2 вырăн — Диана Арнольдовна МОИСЕЕВА;

3 вырăн — Ольга Анатольевна АЛЕКСАНДРОВА.

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 11 сехетре Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ республика конкурсĕн çĕнтерÿçисен тата хутшăнаканĕсен чыславĕ иртет.

Конкурса тăратнă чи лайăх хайлавсене «Çамрăксен хаçачĕ» тата «Тантăш» хаçатсенче, «Самант», «Тăван Атăл» тата «ЛИК» журналсенче пичетлĕç, çавăн пекех «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ литература сборникĕн пиллĕкмĕш кăларăмне кĕртĕç.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 52-37-22.

Татьяна ЗАХАРОВА,

ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекин

таврапĕлÿпе наци литератури пайĕн тĕп библиографĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.