Пĕчĕк шкулăн пысăк ыйтăвĕ

5 Мая, 2016

Пĕр кунхине редакцие шăнкăравларĕç. «Пирĕн шкулта 1-мĕш тата 2-мĕш чĕрĕксенче ачасене акăлчан чĕлхи йĕркеллĕ вĕрентмерĕç. Урок ирттермесĕрех журнала паллăсем лартнă, чĕрĕкне те пĕтĕмлетнĕ. Халĕ те акăлчан чĕлхи учителĕ эрнере пĕр кун çеç килет. Ачасем программăран юлаççĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ илеймеççĕ», — калаçрĕ Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнчен шăнкăравласа хăйĕнпе Николай Харитонович Андронов тесе паллаштарнăскер.

Учитель тупма йывăр

Шăнкăрав йĕрĕпе акан 22-мĕшĕнче çула тухиччен вăл хăварнă номерпе шăнкăравларăм. Йăнăш лекетĕп, телефона пачах палламан хĕрарăм тытать. Пуянкасси ял тăрăхне чăрмантарма тиврĕ: çавнашкал çын пур-и? Пур-ха, анчах Харитонович мар, Кириллович, пенсионер. Редакципе вăл çыхăнманнине пĕлтĕмĕр. Апла тăк «Çамрăксен хаçатне» шăнкăравлакан çын ят-шывне кăна мар, телефон номерне те суйса каланă. Тен, унăн хăрамалли сăлтав тупăннă? Эпир ку шăнкăрава ахаль хăвармарăмăр.

Пуянкасси шкулне çитиччен малтан клуба, почтăна, лавккана кĕтĕмĕр, шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе, 3 çынпа, акăлчан чĕлхи предмечĕ тавра калаçрăмăр. «Вĕрентмесĕрех паллă лартаççĕ» тесе нихăшĕ те шарламарĕ.

Шкулта пуçлăх çукчĕ, пире директор çумĕ Раиса Алексеева йышăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, 2015-2016 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне кашни предметпах учитель пулнă. Акăлчан чĕлхине Татьяна Гордеева вĕрентнĕ, вăл Виçпÿрт Шăмăршăран килнĕ. «Татьяна Анатольевна чирлекелерĕ, раштавра больницăра выртрĕ. Çын чирленĕ самантра унăн вырăнне тепĕр специалиста ĕçе илме ирĕк çук. Акăлчан чĕлхи урокĕсене урăх предметпа улăштартăмăр. Кайран вăл урăх ĕçлеймессине пĕлтерчĕ, çÿреме çулĕ те меллех марччĕ. Ачан 3 паллă пулсан чĕрĕк кăларма ирĕк пур. Татьяна Анатольевна лартнă паллăсемпех чĕрĕке пĕтĕмлетнĕ. Пурте Çĕнĕ çул уявланă чухне пирĕн директор Людмила Васильевна акăлчан чĕлхи учительне шыраса çÿрерĕ. Ку специалиста тупма мĕн тери йывăр. Аслă шкулсенчен учитель дипломне çулсеренех илеççĕ-çке. Анчах çамрăксем яла килмеççĕ. Людмила Бондареева директор вĕренсе тухакан студентсемпе тĕл пулса хамăр пата йыхравланă, ĕçлеме пыракана пурăнмалли кĕтес парасси пирки те каланă. Ялта учитель валли общежити пур», — ăнлантарчĕ директор çумĕ.

Икĕ педагог вĕрентет

Эпир калаçса ларнă вăхăтра класа информатика, биологи, технологи предмечĕсене вĕрентекен Оксана Краснова, класс журналне хул хушшине хĕстернĕскер, кĕрсе тăчĕ.

— «Çамрăксен хаçатне» кунашкал ыйтусем мĕншĕн кăсăклантараççĕ вара? — шанмасăртарах пирĕн çине пăхрĕ вăл.

— Эсир тахçантанпах хаçат вуламанни сисĕнет. Эпир темĕнле ыйту та хускататпăр, — терĕм çеç. 3 çул каялла, Пуянкасси шкулне хупас ыйту тухсан, пирĕн корреспондент Елена Трофимова вĕсене хÿтĕлесе ăçта кăна шăнкăравламарĕ, ял çыннисен пухăвне хутшăнчĕ. Кайран çивĕч статья çырчĕ. Пуянкасси шкулне упраса хăварнинче, учительсем ĕç вырăнне çухатманнинче пирĕн тÿпе пур. Çавăнпа Оксана Вячеславовна: «Пирĕн ыйтусем сире мĕншĕн кăсăклантараççĕ?» — тени питĕ вырăнсăр илтĕнчĕ. Чылай учителĕн, Пуянкассисем пирки çеç каламастăп, хаçат çырăнма — укçа, вулама вăхăт çуккине пĕлетпĕр-ха. Хальхинче те ку чăнлăх тепĕр хутчен çирĕпленчĕ.

Çĕнĕ çулхи каникул хыççăн акăлчан чĕлхи вĕрентекен икĕ учитель тупăннă: Тутарстанри Çĕпрел районĕнче ĕçлекен Светлана Мутовăна тата Шăмăршă районĕнчи Васан шкулĕнчи Екатерина Булавинăна чĕнсе килнĕ. Светлана Анатольевна — 6, Екатерина Михайловна 12 сехет ĕçлеççĕ. «Май пулсанах ытти предмета акăлчан чĕлхипе улăштаратпăр халĕ, юлнă сехетсене хăваласа çитесшĕн. Паян та хушма урок ирттерме килмеллеччĕ», — терĕ Раиса Васильевна. «Апла тăк учительпе калаçма, сăн ÿкерме юрать-и?» — акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕпе курнăçас килчĕ. «Екатерина Булавина миçере килнине калаймастăп-ха. Тен, çитеймĕ те», — директор çумĕ çапла хуравлани тĕлĕнтерчĕ. Çав кунхине расписанире, чăнах та, улшăнусем кĕртнĕ: хăш-пĕр предмет вырăнне акăлчан чĕлхи ирттермелле пулнă. Учитель килеет-и е çук-и — çакна татса калаймарĕç. Екатерина Михайловна Пуянкассине 5-9-мĕш классене вĕрентме юнкунпа шăматкун килет. Анчах программăна хăваласа çитес тесе май пур чухне ытти кун та çитме тăрăшать иккен.

Кĕçĕн классемпе ĕçлекен Светлана Мутова Пуянкассине шăматкунсерен çÿрет. Çамрăк педагога ĕçтешĕсем мухтарĕç. «Малтанхи кунсенчех ачасемпе пĕр чĕлхе тупрĕ вăл. Унăн опычĕпе паллашма пире те кăсăклă. Хăйĕн ноутбукĕпе, хатĕр программăпа килет, материал питĕ пуян унăн. Çĕнĕлле, хальхи самана ыйтнă пек, вĕрентет вăл. Манăн хамăн ачасем те унăн урокне юратсах çÿреççĕ, расписание акăлчан чĕлхи кĕртнине курсан савăнаççĕ. Çавнашкал лайăх педагог пирĕн пата килнĕшĕн хĕпĕртес вырăнне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ сас-хура кăларнине ăнланмастăп», — палăртрĕ виçĕ ача амăшĕ Оксана Краснова. «Пушăн 8-мĕшĕ ячĕпе савăнăçлă линейка ирттертĕмĕр. Светлана Анатольевнăна ачасем хăйсен аллипе ăсталанă парне ытама кĕми тыттарчĕç», — ĕçтешне вĕренекенсем кăмăлланăшăн савăнчĕ Раиса Алексеева та.

«Медаль памалла!»

Пултаруллă та çамрăк учительпе пирĕн те калаçас килчĕ, çавăнпа унăн телефонĕн номерне ыйтрăмăр. Анчах директор çумĕ Светлана Мутовăн номерне тупса параймарĕ. Шкул ертÿлĕхĕн учительсемпе телефонпа çыхăнмалли сăлтав тупăнмасть-ши вара? Хамăн номере хăвартăм та сывпуллашса шкултан тухса кайрăмăр.

Темиçе кунран Светлана Анатольевна хăй шăнкăравларĕ. «Ачасем программăран юлни сисĕнет-и?» — кăсăклантăм эпĕ. «Çапла, кăрлачра уйрăмах палăратчĕ. Акăлчан чĕлхи кашнинех парăнмасть. 2-мĕш классемпе сехетсене хăваласа çитнĕпе пĕрех ĕнтĕ. 3-мĕш, 4-мĕш классемпе шăматкунсерен урок хыççăн юлса вĕренетпĕр. Тĕрĕссипе, пĕрремĕш шалу илсен кунта çÿрес кăмăлăм пĕтнĕччĕ. Питĕ ÿкĕтленипе çеç юлтăм, ачасем мана хăнăхрĕç, вĕсенчен уйрăлма шел. Çавăнпа ку вĕренÿ çулне вĕçлес терĕм. Çитессинче Пуянкассине килмĕп. Тутарстанра, хамăн тĕп ĕçре, эпĕ кунти учительтен икĕ хут пысăкрах шалу илетĕп. Ялти шкулта 10 пин тенкĕшĕн тăрăшакансене медаль памалла! Мĕн кăна ыйтмаççĕ вĕсенчен, пĕчĕк укçашăн темĕн те тумалла», — терĕ çамрăк педагог. Ку сăмахсене илтсен шалт аптăрарăм: шкула хупас ыйту тухнă чухне учительсем ĕç вырăнне çухатасран шутсăр хăранăччĕ. Халĕ медаль памалла иккен! Республикăра пĕчĕк шалу илекен пайтах. Вĕсене орден илме тăратмалла-ши вара?

Акăлчан чĕлхи тĕлĕшпе кăсăкланса Шăмăршă район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçин çумĕпе Елена Кудряшовăпа çыхăнтăмăр. «Унта лару-тăру йывăрччĕ. Анчах халĕ йĕркеленнĕ, учительсем тупăннă», — терĕ. Шкула çитсе курнă, ял çыннисемпе калаçнă, компетентлă органран комментари илнĕ... «Редакцие шăнкăравланă çын калани тÿрре тухмарĕ, Пуянкасси шкулĕнче йăлтах «шито-крыто», — тесе çакăнпа манăн статьяна вĕçлемеллеччĕ. Анчах...

Пуçран тапнă

Ирхине ĕç пÿлĕмне çитсе хывăнса та ĕлкĕреймерĕм — Пуянкассинчен пĕр хĕрарăм килнине пĕлтерчĕç. Малтанах вăл хăйĕн ятне калама та шикленчĕ.

— Ахаль те кураймаççĕ пире. Капла пушшех те шкулта ĕçлекен упăшкана тапăнĕç. Директор ăна темиçе выговор та пачĕ, — терĕ хĕрарăм.

— Ятăра каламасан хаçатра епле çыр­малла-ха?

— Сире пĕлмешкĕн çеç калатăп. Эпĕ çула май çеç кĕрес терĕм, Шупашкарти больницăра выртакан ачана илмешкĕн килтĕм. Эсир пирĕн ялта пулнине илтрĕм. Шкулта сире улталанă. Анчах акăлчан чĕлхи пирки калаçма килмен-ха эпĕ. Манăн хамăн нуша. Пирĕн пирки пĕтĕм район кĕрлерĕ, прокуратура, министерство таранчченех пĕлеççĕ, — чунне уçрĕ редакцие килме ÿркенменскер. Вара вăл çемйипе мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ.

Кудрявцевсен опекăна илнĕ ачин, 2-мĕш класра ăс пухакан Артемăн, пĕлтĕрхи раштавăн 8-мĕшĕнче пĕрле вĕренекен хĕрача тапнăран пуç мими чĕтреннĕ. Ача киле кăвак питпе таврăннă, пуçĕ ыратнине пĕлтернĕ. Юлия Николаевна опекун ăна тепĕр кунхине тухтăр патне илсе кайнă. Невропатолог укол çырса панă. Питĕ ыраттараканскере тунă чухне ача кашнинчех йĕнĕ. «Артем икĕ кунран шкула кайрĕ. Эпĕ те ун пирки калаçма унта пытăм. Сывлăх сунсах кĕтĕм, хама лăпкă тытрăм пулин те директор мана: «Хăратма килтĕн-им?» — тесе кăмăллăн кĕтсе илмерĕ. Ăна явап тыттарас шухăш çукчĕ манăн: упăшка та кунта ĕçлет, ача та вĕренет. Пирĕн калаçăва директор çумĕ Раиса Алексеева тата Оксана Краснова йĕркелÿçĕ хутшăнчĕç. Лару-тăру уçăмланнă май тĕлĕнмелли чылай тупăнчĕ: Артема ачасем пĕрре кăна хĕнемен иккен, нуски вĕççĕн юр тăрăх та уттарнă, ыттисем ăна пăхса кулса тăнă... «Ыран 2-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе пуху ирттерĕпĕр», — директор çапла каласан сывпуллашса уйрăлтăм. Упăшкапа иксĕмĕрĕн ача çук. Артема пĕчĕк чухнех опекăна илтĕмĕр. Уншăн эпĕ саккун умĕнче явап тытатăп. Тухтăр ачана хур кăтартнине опекăпа попечительлĕх органне пĕлтерме сĕнчĕ. Инкек сиксе тухас тăк «пăхман» тесе манах айăплĕç. Врач сăмахне итлерĕм, район администрацине кайса опека енĕпе ĕçлекене пăтăрмах пирки систертĕм. Çула май район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров патне кĕрсе тухрăм. Сăмах вĕççĕн кăна калаçрăмăр, хут çырса хăвармарăм. Тепĕр кунхине шкула пухăва пырсан Людмила Бондареева хăйне пач урăхла тытрĕ. Мана тем те пĕр каласа кÿрентерчĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ те ăна майлă пулчĕ. «Эпир хамăр 3-шер ача çуратнă, сирĕн пек шалăп парса, «ача сучĕ» туса çÿремен», — тесе пĕтĕм халăх умĕнче мана намăслантарчĕç. Эпĕ района кайса калани килĕшмен. Çакăнтан пуçласа пирĕн çемьере канлĕх пĕтрĕ. Ман пирки директор мĕн кăна каламарĕ-ши? Эпĕ ачана пăхмастăп иккен, ăна пысăк пушмакпа çÿретнĕрен вăл уринчен тухса ÿкнĕ те ачан юр тăрăх нуски вĕççĕн утма тивнĕ-мĕн. Диктофона çырса илнисем манăн пур. Директор пирĕнтен ачана туртса илес ыйтăва çĕклесен тÿсеймерĕм — нарăс уйăхĕн вĕçĕнче прокуратурăна пĕлтертĕм. Роно пуçлăхĕпе шкул директорĕ патне нумай ыйту çыртăм эпĕ. Анчах хуравне кĕтсе илеймерĕм, яваплă должноçра вăй хураканскерсене куншăн штрафланă. Пирĕн çемьене пырса тивекен ыйтупа шкулта темиçе пуху иртрĕ. Унта районти ача правине хÿтĕлекен уполномоченнăй, роно пуçлăхĕ, опекăпа попечительлĕх органĕнчен те килчĕç. Вĕсем пурте, директорсăр пуçне, пирĕнтен каçару ыйтрĕç. Бондареева кайран та лăпланмарĕ. Упăшкана ĕçрен кăларас тĕллевпе çине-çине асăрхаттару çырчĕ. Вара эпĕ ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова патне çитрĕм. Ашшĕ-амăшĕ акăлчан чĕлхи урокĕсем пирки те министерствăна пĕлтерме ыйтнăччĕ, анчах маншăн ку халĕ пĕлтерĕшлех мар, чи кирли — ачана сыватасси. Çавăнпа эпĕ кун пирки шарламарăм. Артем пуç ыратнипе аптăрать, больницăра выртрĕ, кайран та сипленме тивĕ. Акăлчан чĕлхине, чăнах та, япăх пĕлет вăл, саспаллисене те палламасть. Тепĕр чухне пĕр кунра 7 саспалли вĕреннĕ вĕсем, ача ăçтан астуса юлтăр-ха? Уроксем юпа, чÿк уйăхĕсенче йĕркеллĕ иртмен. Пухăва кайсан эпĕ класс журналне тытса пăхрăм. Урок ирттернĕ пек журнала завуч çырса пынă. Паллăсене Татьяна Анатольевнăна ларттарнă. Чĕрĕкшĕн пурне те «4», «5» кăларса панă, манăн Артемăн çеç — «3». Акăлчан чĕлхи — кирлĕ предметсенчен пĕри, пĕр çул вĕреннĕ-вĕренмесĕр сая кайрĕ. Ашшĕ-амăшне журнала «ÿкернĕ» паллăсене кăтартас мар тесе шкулта пуху ирттермен /2-мĕш, 9-мĕш классемсĕр пуçне/. Директорпа никам та чĕрре кĕресшĕн мар, мĕншĕн тесен ăна Ендиеров хÿтĕлет, вĕсем кумлă, пĕр сĕтел хушшинче ĕçсе çиеççĕ. Тĕрĕслĕх пĕрех тупаймăн», — уçăмлатрĕ Юлия Николаевна.

Юлия Кудрявцева ЧР Вĕренÿ министерствинчен официаллă хурав илнĕ. «Тĕрĕслев çакна палăртрĕ: вăрçă-харçăллă лару-тăрăва халĕ те татса паман, вăл 5 уйăха яхăн тăсăлать», — тенĕ унта икĕ ене мирлешме сĕнсе.

Алла алă çăвать

Шăмăршă район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Николай Ендиеровпа çыхăнтăм, Пуянкасси шкулĕн директорĕн ĕçне хаклама ыйтрăм.

— «Идеально» тесе калаймăп, çапах тăрăшать. Çын çăварне карта тытса çавăрма çук, субъективлă шухăша шута илме сĕнмĕттĕм сире. Яланах кăмăлсăрланакан, инстанцисем тăрăх чупакансем таçта та пур, — ăнлантарчĕ пуçлăх.

— Кумлă вĕсем, çавăнпа «сăмах чĕнме хăраççĕ» тенине епле йышăнатăр?

— Бондареевсемпе эпир — хурăн тăрринчи хурăнташсем. Халĕ çынсем никамран та хăрамаççĕ, ăçта кăна çырмаççĕ-ши? — Николай Ендиеров çапла палăртрĕ пулин те эпĕ урăхла шухăшлатăп: пуçлăхран, унăн тата пысăкрах хÿтĕлевçĕ пулсан, çынсем шикленеççех. «Алла алă çăвать», — теççĕ халăхра. Вырăнти влаç мĕнпе хăратмаллине тупатех: «хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçламасть» теме пулать сăмахран. Капла ним те мар ĕçсĕр тăрса юлатăн вĕт. Çавăнпа суя ятпа шăнкăравлакана та ăнланатăп.

Пай пуçлăхĕ шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ хăçан иртнине пĕлтерме шантарчĕ: «Протоколсене курсан калатăп», — терĕ. Анчах çав хут унăн аллине лекеймен пулас, çапах вăл Пуянкассинче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ икĕ хутчен: вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче тата Çĕнĕ çул хыççăн иртнине, кĕçех виççĕмĕшĕ пулмаллине каларĕ. Людмила Бондареевăпа та телефонпа калаçма май килчĕ, унран пухусем хăш кун иртнине ыйтса пĕлтĕмĕр. Вăл каланă тăрăх, пĕрремĕшĕ — 2015 çулхи авăнăн 22-мĕшĕнче, иккĕмĕшĕ юпан 31-мĕшĕнче иртнĕ, унта 32 çын хутшăннă. Сăмах май, юлашки пирки шкул сайтĕнче информаци пурччĕ.

«Мĕншĕн пирĕнпе питĕ кăсăкланатăр? Хамăра следстви куçĕ тĕлне лекнĕ евĕрех туятпăр. Эпир никама пăхăнман хаçата интервью парасшăн. Унта сирĕн пирки те асăнăпăр. Хăçан шкулсене ĕçлемешкĕн чăрмантарма пăрахĕç?» — илтĕнчĕ телефон тепĕр вĕçĕнчен директор сасси. Эпир, сирĕн шкула упраса хăварма пулăшакансем, кансĕрлетпĕр пулса тухать-и капла? Çук пуль, юлашки вăхăтра тĕрĕслев, комисси çине-çинех килсе йăлăхтарнă ахăртнех.

Эпир шкула пынă чухне вахтер: «Директор шкултах», — терĕ. Николай Ендиеров та Бондареева ун чухне ĕç вырăнĕнчех пулнине палăртрĕ. Директорăн пирĕнпе куçа-куçăн калаçас килмен-ши вара? Ку ыйтăва Людмила Васильевнăна патăм. «Эпĕ ăçта кайнине вахтера каласа хăвармастăп. Шкулта алăк татах пур. Сирĕн «подчиненинче» мар эпĕ. Ронора пулман пирки Ендиеров эпĕ шкултах тесе шухăшланă. Манăн урăх ĕçсем те пур: «энергосбыта» чупмалла, таçта та каймалла. Ĕçе мĕнле укçапа пурнăçланипе кăсăкланакан çук, ыйтакансем çеç. Манăн мĕн пытанмалли пур: кирлĕ тĕк сирĕн пата Шупашкара та пыраятăп...» — акă ăçталла пăрăнчĕ калаçу. Паллах, директорăн таçта та çитме тивет. Анчах статья кун пирки марччĕ... Акăлчан чĕлхи вĕрентес тĕлĕшпе пуçарнă тĕпчевре мĕн кăна пĕлмерĕмĕр-ши?

Пĕчĕк шкулта, пысăк мар коллективра мĕн кăна пулса иртмест! Хăйсене ял интеллигенцийĕ вырăнне хуракансем пĕр-пĕрне ура хураççĕ, хутшăнусене сÿтсе яваççĕ... Çакă вĕсене, ялти учительсене, ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ пама кансĕрлемест-ши?

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.