Çуркуннепе Ĕç уявне 32 пин çын тухрĕ

1 Мая, 2016

Паян, Çуркуннепе Ĕç уявĕнче, Шупашкарти тĕп урамсемпе 32 пин çын утрĕ. Колоннăра тĕп хулари предприятисемпе организацисен, политика партийĕсен представителĕсем пулчĕç.

Шествие профсоюз организацийĕсен лидерĕсем тата «Единая Россия» парти хастарĕсем ертсе пычĕç. Ку йыш чи пысăкки пулчĕ: 30 пине яхăн çын. Кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, «Чувашрессовпроф» председателĕ Анатолий Коршунов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ – «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем пулчĕç.

Шествие хутшăннисем çамрăксем валли ĕç вырăнĕ ытларах йĕркелеме, ветерансемпе пенсионерсене пулăшма, экономикăн пĕтĕм отрасльне аталантарма чĕнсе каларĕç.

Демонстраци Хĕрлĕ тÿремре тăсăлчĕ, унта Михаил Игнатьев республика çыннисене Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламларĕ, производствăра малта пыракансене тав турĕ, Майăн 1-мĕшĕ тăнăçлăх, пĕрлĕхпе обществăри килĕшÿлĕхе кăтартакан уяв пулнине çирĕплетрĕ. «Майăн 1-мĕшĕ - пĕтĕм халăх юратакан уяв. Пирĕн ăнăçупа çитĕнÿсен никĕсĕнче - халăхăн ырми-канми ĕçĕ. Паян эпир пĕрле! Пĕрлĕхре вара - вăй!» - палăртрĕ Михаил Васильевич. Çавăнтах вăл ветерансене тивĕçлĕ ăру çитĕнтерсе лайăх воспитани панăшăн тав турĕ.

Алена Аршинова депутат хăйĕн сăмахĕнче эпир паян пурте çутă уявшăн савăннине çирĕплетрĕ. «Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем пухăнчĕç. Ĕçпе пĕр пулни пире Чăваш Ене мала яма, Раççее вăйлатма пулăшать», - терĕ вăл.

Уявра çавăн пекех Николай Малов, Леонид Черкесов, Анатолий Коршунов тухса калаçрĕç. Мероприятие «Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ çăлтăрĕ» патриотизм акцине хутшăнакансем илем кÿнине палăртма кăмăллă. Автомарша тухнисем пĕр уйăхра 35 пин ытла километра парăнтарĕç, 150 ял-хулана кĕрсе тухĕç.

Уявра республикăри Ĕç династийĕсене те чысларĕç. Сцена çине 26 династи хăпарчĕ. «Сирĕнтен кашниех ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тума май пуррине кунсерен ĕнентерет», - вĕсене тав турĕ Михаил Игнатьев.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Рубрика: