Ял хуçалăх академийĕн ректорне суйлĕç

29 Апр, 2016

Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорне суйлаççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — суйлава виçĕ кандидат хутшăнĕ. Вĕсен йышĕнче — «Агро-Инновации» КУП директорĕ, биологи наукисен кандидачĕ Николай Васильев. Унăн кандидатурине Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ сĕннĕ.

Николай Иванович хăй вăхăтĕнче асăннă вузранах вĕренсе тухнă. Аслă шкулăн зооинженери факультечĕн деканĕнче, ун хыççăн ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕнче, АПК ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт ректорĕнче ĕçленĕ. 2012 çулхи ака-раштав уйăхĕсенче ЧПЯХА ректорĕ пулнă.

Николай Васильев кандидатурине академин ăслăлăх канашĕ те, РФ Ял хуçалăх министерствин аттестаци комиссийĕ те /асăннă вуз çав ведомствăна пăхăнса тăрать/ ырланă.

Суйлава хутшăнакан тепĕр кандидат пирки прокуратурăпа суд органĕсене тавăç тăратнă: унăн вĕренÿ организацине ертсе пыма федераци саккунĕ ыйтакан квалификаци çук тесе виççĕмĕш кандидат ĕнентересшĕн.

Суйлав еплерех иртни çинчен — хаçатăн çитес номерĕнче.

Анна КУПРИЯНОВА.