Борисов текех Герой мар

29 Апр, 2016

Чăн та, "Герой мар" темешкĕн иртерех пуль — приговор вăя кĕмен-ха, анчах Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ хăйĕн вердиктне пĕлтернĕ ĕнтĕ.

Суд умне 36 çулти Раççей Геройĕ Евгений Борисов, унăн 33-ри шăллĕ Олег, 27-42 çулсенчи Сергей Дмитриев, Радий Ершов, Юрий Капитонов, Сергей Семенов тăнă. Вĕсене астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн тата взятка панăшăн айăпланă. Тепĕр фигурант — тĕп хулари полици пайĕсенчен пĕрин пуçлăхĕ пулнă 46-ри Игорь Иванов. Вăл взятка илнĕшĕн явап тытнă.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕпе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă преступленисемпе çыхăннă, нумай калаçтарнă-тавлаштарнă эпопея тинех вĕçленчĕ теме май пур. Следстви тата суд тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — çак ушкăн Шупашкарта тата Чăваш Енри икĕ район центрĕнче саккунсăр 7 вăйă заведенийĕ уçнă. Çапла майпа 5 млн тенке яхăн тупăш илнĕ. Бизнес тĕлĕшпе чăрмав ан пултăр тесе полици пуçлăхне Иванова взятка панă. Çак мелпех вĕсем Çĕрпÿ полицийĕн пуçлăхне те хăйсен майлă çавăрасшăн пулнă, анчах лешĕ кун пирки "çÿле" пĕлтернĕ, çакăн хыççăн саккунсăр ĕç-хĕл путланнă.

Суд Е.Борисова 6,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма, 10 млн тенкĕлĕх штрафлама тата РФ Геройĕн званийĕсĕр хăварма йышăннă. О.Борисова 7,5 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, штраф виçи — 10,3 млн тенкĕ. С.Дмитриев 7 çуллăха колоние каять, штраф — 10 млн тенкĕ. Вĕсен тата виçĕ тусĕ 3 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлнă, 200-шер пин тенкĕ штраф тÿлемелле. Экс-полицейски И.Иванов приговорĕ — 5 çул, 5,4 млн тенкĕ штраф. Çийĕнчен ăна полици полковникĕн званийĕсĕр хăварнă.

Н.АНТИПОВ.

 

Рубрика: