- Чăвашла верси
- Русская версия
“Пурнăç парнеленĕшĕн тавах!”
“Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мăнаçланатпăр, тепĕр чух кăштах - хăратпăр та... Упрăр хăвăра - сирĕнсĕр пурнăç та çук...” - залра пухăннă хĕрарăмсем пĕринчен тепри хитререх, сумлăрах та, вĕсене саламлама сцена çине тухакан арçынсем кăшт пăлханнине каçармалла та-тăр... “Эсир пурри пирĕншĕн - телей. Вырăс чĕлхи тем пек пуян пулсан та сире тав туса çитермешкĕн сăмах тупайрас çук”, - ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи, “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов туйăмĕсене чараймарĕ курăнать. “Аннерен хакли çук”, - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов та тĕнчери çывăх çын пиркиех сăмах хускатрĕ. “Хĕрарăмсем пулман тăк...” - шухăша ячĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей Ача фончĕн регионри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов пухăннисене. Шупашкар Хула пухăвĕн депутачĕ, Республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов вара арçынсен саламлă сăмахĕсене пĕтĕмлетрĕ тейĕн: “Пурнăç парнеленĕшĕн тавах аннесене”. Ĕнер Чăваш патшалăх филармонийĕнче республикăра виççĕмĕш хут иртнĕ “Хĕрарăма - мухтав” фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç.
Кашни районтанах пухăннă ушкăнсем - хăйсен ентешĕсене тĕрек кирлех-çке. Финала тухнисем те, вĕсен ĕçтешĕ-тусĕ те чăваш наци костюмĕсем тăхăннă та, уйрăмах чуна çывăх пулчĕ фестиваль. “Ку çи-пуçа тăхăнма хистерĕç-и-ха е хăвăр кăмăла кура-и?” - кăсăкланмасăр чăтаймарăм капăр тумлă пĕр ушкăн патне пырса. Етĕрнесем иккен, Асламас ялĕнчен. “Телей” фольклор ушкăнне çÿрекен хастарсем. Ытти çĕнтерÿçĕ хушшинче вĕсен ентешĕ Алевтина Васильева сцена çине хăпарать паян. Хĕрарăмсем хайхискерне питĕ хисеплени сисĕнчĕ. “Ăçта кăна тĕрĕслемен хăйне вăл: ял хуçалăхĕнче те, влаç, вĕренÿ тытăмĕсенче те - ниçта та çухалса кайман, яланах халăхшăн тăрăшать. Мăшăрĕ те питĕ ăнланаканскер, çавăнпах пирĕн ушкăнпа пĕрле юрлама та вăхăт тупать”, - ăмăртсах каласа кăтартаççĕ хĕрарăмсем.
Çак самантра сцена çине Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăпарчĕ.
- Зал лăк! тулли, - палăртрĕ Михаил Васильевич хĕрарăмсене Амăшĕн кунĕпе саламланă май.- Уяв питĕ вăйлă иртет. Çакăн пек мероприяти халăх йăли-йĕркине упрама, ăна ăруран ăрăва куçарма май парать. Хĕрарăм тăрăшнипе çирĕп çемье çуралать. Çемье çирĕп пулсан вара республика та, Раççей те çирĕп. Çак фестиваль, Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнăскер, пирĕн республикăра пилот шайĕнче пултăр. Эпир ун пеккине çĕр-шыв шайĕпех ирттермешкĕн сĕнÿпе тухăпăр.
Чăваш Енре çемье, амăшлăх ыйтăвĕсемпе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Çĕр-шыв ертÿçи Владимир Путин 2012 çулта алă пуснă указсем республикăра туллин пурнăçланаççĕ, - малалла Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвĕ çинчен аса илтерчĕ. - Ĕçленин усси пурах. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Кăçал акă нумай ачаллă çемьесен йышĕ те 10% ÿсрĕ.
Шалу шайĕ ÿсет, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтеретпĕр, пилĕк е ытларах ачаллисене хулара та, ялта та пурăнмалли кĕтеспе тÿлевсĕр тивĕçтеретпĕр. Патшалăх политики республикăра пурнăçланса кăна мар, вăйлансах пырать. Пирĕн хĕрарăмсем питĕ маттур, анчах эпир те, арçынсем, аптрамастпăр-ха, - Михаил Васильевич сăмахĕсем залра кăшт шăв-шав та çуратрĕç. - Пĕр-пĕрне ăнлансан, юратсан хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах. Пирĕн ачасем те юратура çуралччăр.
Чăнах та, финала тухнă хĕрарăмсем пĕринчен тепри ирттереççĕ. Пурте вĕсем - ача амăшĕсем. Нумайăшĕ икĕ-виçĕ пепкене кун çути кăтартнă. Михаил Игнатьев чысланă чиперккесен хушшинче - Шупашкарта пурăнакан Мария Падкарова. 6 ача амăш, пиçĕ те йăрăс кĕлеткипе тепĕр хĕртен те ирттерекенскер, Раççей шайĕнчи конкурса та хутшăннă. Элĕкре искусствăсен шкулĕнче ĕçлекен Зоя Васильевăна, 4 ача амăшне, пепкисем те саламлама çитнĕ. Людмила Чернова, наци çи-пуçĕпе кăсăкланаканскер, çи-пуç та, тухья-хушпу таврашне те хăех хатĕрлет. 20 çул ытла вырăн çинчен тăрайман пепкине пăхса пурăнаканскер уявра Республика ертÿçи аллинчен парне илнĕ май мĕн пирки шухăшланине хăй кăна пĕлет паллах...
Республикăри Хĕрарăмсен канашне Михаил Игнатьев яланах пулăшма тăрăшать те, хăйне те парнесĕр хăвармарĕç чиперуксем - общество организацийĕн символне, хăмла тултарнă чăваш тумĕллĕ пир пуканене, парнелерĕç: хитре те, усăллă та.
Çут çанталăк хĕрарăма вăй, чăтăмлăх, пиçĕлĕх ытларах панă - çакăнпа уява пухăннă арçынсем те килĕшрĕç. Анчах та ăçтан пухăнать-ха çакă хĕрарăмра, ăçта, мĕнре унăн вăй çăл куçĕ? Çакна финалистсем хăйсен девизĕсесенче палăртнă. “Пĕтĕмпех хăвăн аллунта - çавăнпа та алă усма юрамасть”, - палăртать Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Елена Лаврентьева. “Мана нимĕн те вĕлерме пултараймасть, вăйлăрах пулма кăна пулăшать”, - пытармасть Венера Усанова. Галина Архипова /Вăрмар/ вара пĕр сăмахсăрах тенĕ пек хĕрарăм телейне çирĕплетет - виçĕ ачи тăватă мăнукпа савăнтарнă ăна.
Республикăри паллă, сумлă арçынсем саламларĕç, хаклă парнесемпе пĕрлех чечек çыххипе хĕрарăмсен кăмăлне тупрĕç çак кун уявра. Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелла пултарулăхĕпе, паллă композицисемпе, орган, чаплă юрăçсем шăрантарнă классика арийĕсене итлесе киленчĕç амăшĕсем. Вĕсемпе пĕрлех - ашшĕсем те. Залра тĕрлĕ шайри етрÿçĕ арçын чылайччĕ: ара, халĕ Хĕрарăмсен обществи çумĕнче Ашшĕсен канашĕ ĕçлет вĕт.
Хĕрÿ тупăшу витĕр тухса финала çитнисем кăмăлне те пĕлес килчĕ.
Татьяна ДОЛГОВА, Шăмăршă районĕ: “Анне чи кирли çакăн пек уявсенче тата çивĕчрех туйăнать. Эпир çĕр çине ахаль килмен: пирĕн мисси - ача çуратса ÿстермелле, хамăрăн та халăхшăн усăллă çын пулмалла”.
Любовь СКВОРЦОВА, Куславкка районĕ: “Конкурссене хутшăнма питĕ юрататăп. Çакăн пек самантсенче чунра хавхалану, савăнăç çуралать, ăна ыттисен патне те çитерес килет. Ачасене юратма пĕлмелле, вĕсене ытларах йăл кулă парнелемелле - вара сан йĕри-тавра та савăнăçлă çынсем ытларах пулĕç”.
Ольга ПЕТРОВА, Çĕнĕ Шупашкар: “Амăшĕн кунĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ - пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнчен анлăрах вăл. Анне - пурнăç никĕсĕ. Вăл пире çемье вучахне упрама вĕрентет. Йăла-йĕрке управçи те - вăлах”.
Рита АРТИ.
Комментировать