Тĕп телепрограмма

22 Мар, 2014

Пирĕн çĕр-шыв Çĕнĕ çула нумай çул пĕр телекăларăмпа - «Голубой огонек» - кĕтсе илнĕ. 60-70-мĕш çулсенче Кремль куранчĕсем 12 хут çапиччен юратнă номерсемпе юрăçсене кĕтсе пурте телевизор умне ларнă. Пĕтĕмĕшле илсен Çĕнĕ çула эпир паллă артистпа пĕр сĕтел хушшинчи пек кĕтсе илнĕ.

 

Харăсах ĕçме те, юрлама та пулать-и?

Ĕçсем акă мĕнлерех пуçланнă: телекуравăн музыка редакцийĕн тĕп редакторĕ патне КПСС Тĕп Комитетĕнчен шăнкăравланă, пурне те хавхалану кÿрекен музыка программи шухăшласа тупма ыйтнă. Вăл ку ĕçе çамрăк редактора тата сценариста Алексей Габриловича шаннă.

Кăларăм пĕрремĕш хут 1962 çулхи ака уйăхĕнче тухнă. Малтанах ăна «Телевизионное кафе» тенĕ, каярах - «Голубой огонек». Пĕрремĕш ертÿçĕсем - Михаил Ножкин тата çав вăхăтри паллă юрăç Эльмира Уразбаева.

Шăпах Эльмирăпа малтанхи кăларăмсенчен пĕринче пăтăрмах сиксе тухнă. «Голубой огонек» передачăн тÿрĕ эфирĕнче Уразбаева фонограмма тăрăх янăракан юрра юрласа пĕр сĕтел патне пынă. Чĕннĕ çынсенчен пĕри ун еннелле шампань эрехĕ тултарнă черкке тăснă. Эльмира эрех ĕçет, çак вăхăтра студире унăн сасси янăрать.

Программăна трансляциленĕ хыççăн тĕлĕннĕ телекуравçăсем телекурава çырусем янă. Фонограммăна пачах та хăнăхманскерсем пĕртен пĕр ыйту панă: «Мĕнле-ха пĕр вăхăтрах эрех ĕçме тата юрă юрлама пулать?»

Çĕнĕ çул каçхине пуçласа «Голубой огонек» 1962 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче тухнă.

Космонавтпа твист ташланă

«Огонекра» тĕп артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă, хăнисем производствăра малта пыракансем, космонавтсем, паллă спортсменсем, çар çыннисем, ăслăлăхпа ÿнер ĕçченĕсем, çавăн пекех социализм çĕр-шывĕсенчен килнисем пулнă. 60-70-мĕш çулсенче студири сĕтелсен хушшинче уява хутшăнакансем пурте - артистсем те, чĕннĕ хăнасем те - ларнă. Программăна хутшăнакансем телекуравçăсене Çĕнĕ çул ячĕпе черетпе саламланă, ун хыççăн артистсем сцена çине хăпарнă.

Çĕнĕ çулхи пĕр «Голубой огонек» та космонавтсемсĕр иртмен, Юрий Гагарин мĕн виличченех телекурав уявĕсен тĕп персонажĕ пулнă. Вĕсем унта курма пырса ларнă кăна мар, хăйсем те хаваспах хутшăннă. Акă 1965 çулта орбитăран нумаях пулмасть таврăннă Павел Беляев тата Алексей Леонов хăйсене çамрăк юрăç Лариса Мондрус юрланине ÿкерекен операторсем пек кăтартнă. Юрий Гагарин студи тăрăх модăна кĕнĕ кинокамерăпа çÿренĕ. Леонов тата Мондруспа твист ташланă.

Халĕ космонавт профессисенчен пĕри шутланать, çав вăхăтра вĕсен çине паттăрсем çине пăхнă пек пăхнă. Юрий Гагарина пĕрремĕш вĕçев хыççăн кĕтсе илнĕ чухне Шаболовкăри студире савăнăçлă каç йĕркеленĕ, унта Совет Союзĕн мĕн пур кĕтесĕнчен хăнасем пухăннă. 600 тăваткал метр лаптăк йышăнакан студи Юрий Алексеевич валли илсе пынă парнесемпе тулса ларнă.

Çав вăхăтра тăкаксемшĕн патшалăх тÿленĕ, çавăнпа укçа-тенкĕ çитмен. Декорацисене коллективпа тунă, эрешсене килтен илсе пынă. Уяв сĕтелĕсем çинче апат-çимĕç вырăнĕнче муляжсем пулнă. Артистсем юрланине итленĕ май хăнасем улма-çырла çиме хăтланнă, шăлĕсене катнă.

Кĕпе-тумтир тупасси чĕр нуша пулнă. Эдита Пьеха аса илнĕ тăрăх - пĕррехинче вăл мăшăрланакансен салонне кĕнĕ. Унта ăна палласа илнĕ, нимĕнле талонсăрах хитре тум сутнă.

Сĕтел айĕнчи чĕрĕк кĕленчи

Шампань эрехне кăларăма ертсе пыракансене çеç панă. Юрăçсемпе хăнасем валли кĕленчесене - газлă шыв, коньяк вырăнне чей янă. Игорь Кириллов пĕррехинче шÿтлес тенĕ: Иосиф Кобзон валли чейнике чăн-чăн коньяк ярса панă. «Мĕнлерех тутлă чей сирĕн!» - тенĕ лешĕ.

Паллах, кунашкал шÿтсене пуçлăхсене пĕлтермен.

Пĕррехинче программăна пысăк театрăн паллă юрăçисене Иван Козловские тата Максим Михайлова чĕннĕ. Çакăн умĕн вĕсем Столешников тăкăрлăкĕнчи хупаха кĕрсе коньяк ĕçнĕ. Студире паллă артистсем ура çинче те аран-аран тăнă. Вĕсен вара Юрий Гагарина саламламалла пулнă. Тăппи-таппи пускаласа халăх умне тухса тăнă, анчах та хăйсем калаçма пултарайманнине ăнланса илнĕ. Эппин, юрламалла! Гагаринăн юратнă романсне - «Нелюдимо наше море» - юрланă.

Каярах Çĕнĕ çулхи «Голубой огонексене» малтан çырса илсе кăларнă. Яланхи ертÿçĕ Игорь Кириллов аса илет: «Ас тăватăп-ха, Çĕнĕ çул программине ÿкереттĕмĕр. Сюжет ансатчĕ: эпир Людмила Соколовăпа пĕр сĕтел хушшинче ларатпăр, оперăсемпе опереттăсенчи музыка сыпăкĕсем пирки каласа пыратпăр. Сĕтел çине çынсене кăтартмалăх шампань эрехĕн кĕленчине, çырткаламалли лартнăччĕ, сĕтел айне - коньяк чĕрĕк кĕленчипе. Çырнă хушăра пăртакшар-пăртакшар ĕçрĕмĕр».

Çĕнĕ çулхи «Огонексен» сценарине партин Тĕп Комитетĕнчен пуçласа пилĕк инстанцире çирĕплетнĕ. Çапах та унта влаçăн юратнă икĕ жанрĕ тĕп вырăнта пулнă - Николай Сличенко юрланă чикан романсĕсем тата Татьяна Шмыга оперетти.

Председатель тем те тума пултарнă

1970 çулта Патшалăх телекуравпа радиохыпарлав комитечĕн председательне Сергей Лапина уйăрса лартнă. Халăха хаваслăх кÿрекен нумай программăна - «КВН», «Кинопанорама» - хупнă, юлнисемшĕн те цензура çирĕп пулнă. Лапин арçынсене сухал ÿстерме чарнă, вĕсен - тир-сăран пиншакпа, джинс шăлаварпа, галстуксăр, хĕрарăмсен уçă кофта е кĕпе тăхăнса, кевер эреш çакса халăх умне тухма юраман.

Шÿт ăстисене /арçынсене/ хĕрарăмсен тумĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартма чарнă. Пуринчен те ытларах Лапин çăтă тытакан шăлавар тăхăнакан арçынсене юратман, çавăнпах Валерий Леонтьев номерĕсене программăран час-часах кăларнă.

Партири нумай ĕçтешĕпе танлаштарсан Брежнев ыттисене хисеплеме пĕлнĕ, хăйне мĕн те пулин килĕшсен кун пирки каламасăр тăман. Пĕррехинче Çĕнĕ çулхи «Голубой огонек» хыççăн Лапин программăна хатĕрленĕ редакторсене пухнă та çапла пĕлтернĕ: «Ман пата паян Леонид Ильич шăнкăравларĕ, сирĕн пирки ÿпкелешрĕ». Кăштах вăхăтлăха чĕмсĕрленсен хăйĕн сăмахне малалла тăснă: «Огонек» çав тери интереслĕ пулса тухнă, вăл ăна ирхине 5 сехетчен пăхнă, çывăрса тăранайман». Çак программăшăн студи сотрудникĕсене яланхинчен икĕ хут ытларах преми - 120-шер тенкĕ - панă.


Геннадий ФРОЛОВ.

/«Моя семья»/

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.