Икĕ сехетре — 25 ыйту

26 Апр, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Унта федераци кăларăмĕсен, республика хаçат-журналĕн тата районсен хаçачĕсен ертÿçисемпе журналисчĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтан Михаил Васильевич республикăн социаллă-экономика пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, малашне пурнăçа кĕртме палăртнă пысăк проектсем çинчен каласа кăтартрĕ. Пресс-конференци икĕ сехете тăсăлчĕ. Çак хушăра республика ертÿçи журналистсен 25 ыйтăвне хуравларĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, ял хуçалăх, промышленноç, вĕрентÿ, сывлăх сыхлав сферисемпе, çул-йĕр, транспорт тытăмĕсемпе çыхăннă. Ыйтусен йышĕнче çавăн пекех ял çыннисене уйрăмах кăсăклантараканнисем те — сĕт хакĕ, пĕчĕк шкулсене хупни — пулчĕç.

Çавăн пекех журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн пурнăçĕпе те кăсăкланчĕç. Отпуска ăçта тата мĕнле ирттересшĕн? Суйлавра парти списокне ертсе пыма шухăшламастăр-и? Хоккейла выляни сире мĕн парать? Çак тата ытти ыйтăва Михаил Васильевич хаваспах хуравларĕ.

Тĕплĕнрех — "Хыпар" хаçатăн эрнекунхи номерĕнче.

Михаил АРЛАНОВ, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ:

— Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пур ыйтăва туллин, уçăмлăн, кăсăклăн хуравларĕ. Республика Ертÿçи экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах Чăваш Ен малаллах аталаннине фактсемпе ĕнентерÿллĕн çирĕплетрĕ. Паллах, чăрмавсем те пур. Вĕсем, Михаил Васильевич каланă пек, вăхăтлăх çеç. Пирĕн пурин те ыранхи куна шанса вăй хумалла. Республика çитĕнĕвĕсене Раççей шайĕнче те асăрхани, пирĕн хăш-пĕр опыта регионсенче те усă курма май килни — лайăх пулăм.

— Чи кирли — республикăри тăнăçлăх тата ăнланулăх. Килĕштерсе ĕçлесен çеç малашне те самана таппипе тан утăпăр, вăйланса малалла аталанма май килтерĕпĕр, — палăртрĕ Михаил Игнатьев.