Мăнкуна хатĕрленер-и?
Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем ырă ĕç пуçарнă: çынсене Мăнкун парни хатĕрлеме вĕрентеççĕ.
“Мăнкун çăмартине, кăчкине тата куличне пурте ăсталама пĕлеççĕ пулĕ. Мăнкун пукани тума вара чылайăшĕ маннă ахăртнех. Ĕлĕк-авал хĕрсемпе хĕрарăмсем ăна Кăчкă праçникĕ валлиех хатĕрленĕ, анчах вăхăт иртнĕ май вăл манăçа тухнă. Çак йăлана тепĕр хут чĕртсе тăратас килет”, — теççĕ музей ĕçченĕсем. Мăнкун пуканин вăрттăнлăхĕсемпе паллашас тата ăна ăсталама вĕренес текенсене наци музейне йыхравлаççĕ. Унта кунсеренех ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ.
А.МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.