Каш! кашлаччăр йывăçсем

26 Апр, 2016

"Пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун" акцие хутшăнса ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енче йывăç лартма хутшăнчĕ. Федерацин вăрман хуçалăх агентстви йĕркеленĕ пуçарăва республика Правительствин членĕсем те ырласа йышăнчĕç.

2010 çулхи пушарсене пула пĕтнĕ лаптăксенче хыр хунавĕсем лартрĕç. "2010 çулхи шăрăх çулла Атăл леш енче 10 пин ытла гектар вăрман çуннă. Эпир тĕллев лартрăмăр — çуннă вырăнсенче шутлă çулсенчех çĕнĕрен хунавсем лартмалла. Кăçал çамрăк йывăçсен лаптăкĕ 5 пин гектара çитмелле. Çитес 5 çулта тата 5 пин гектара çĕнетĕпĕр", — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.

Шупашкар вăрманлăхĕн директорĕ Василий Богданов ăнлантарнă тăрăх — кăçал йывăçсем лартма ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçăннă. "Икĕ çулхи хунавсемпе усă куратпăр", — терĕ вăл.

Çуннă лаптăксенче йывăç лартма çавăн пекех республика министерствисемпе ведомствисен сотрудникĕсем, общество экологи организацийĕсен членĕсем, волонтерсем, вĕренекен çамрăксем хутшăнаççĕ.

А.ЛЬВОВА