Икĕ уйăхлăха чарнă

22 Апр, 2016

Атăл-Каспи пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче пулă тытмалли йĕркепе килĕшÿллĕн Атăлта, Сăрта, республикăри ытти шыв-шурта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен биоресурссене тытмалли хатĕрсемпе шутлăн усă курмалла.

Чăн та, вăлча сапман вырăнта икĕ йĕпрен ытла мар çыхăнтарнă вăлтана çыран хĕрринчен яма юрать. Кимĕпе шыва кĕрсе ларма чарнă. Çак чару пĕвесен, кÿлĕсен, пĕчĕк юханшывсен хĕрринче пушă вăхăта ирттерме кăмăллакансене пырса тивет. Вĕсене сĕреке, тетел, сеткăран хатĕрленĕ ытти хатĕр яма çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чарнă.

Çĕртмен 10-мĕшĕ хыççăн вăлтана 10 йĕп е ытларах сыпăнтарма пултаратăр. Шупашкар ГЭСĕ умĕнчи — 0,5, хыçĕнчи 4 çухрăмри лаптăка ан кĕрĕр. Йĕркене пăхăнманшăн 2-5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ, кимĕ таврашне, пулă тытмалли хатĕрсене туртса илме пултараççĕ.

Промышленноç меслечĕпе усă курса биоресурссене шыв лаптăкĕнчен суту-илĕве ăсатакан предприятисен производствине акан 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 15-мĕшĕччен чарнă. Патшалăх вĕсенчен те тăхтав тума ыйтать. Палăртнă икĕ уйăхра пулăсем вăлча сапаççĕ. Вĕсене ĕрчеме май туса памалла. «Конвейера» ку вăхăтра та чармасан биоресурссене нумай пĕтеретпĕр. Çавăнпа кашнишĕн — икĕ йĕп çеç. Йĕркене пăхăнманнисем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçаратпăр, пысăк штраф тÿлеме тивĕ.

"Хыпар" вулаканĕсенчен юхан­­шывсен, кÿлĕсен, пĕвесен хÿтĕлев лаптăкĕсем патне транспорт хатĕрĕпе пымалли йĕркене пăхăнма ыйтатăп. Вĕсене кĕрсен административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Сăмахран, Атăлпа Сăр юханшывĕсен хÿтĕлев лаптăкĕ — 200, ял тăрăхĕсенчи пĕвесен 50 метра тăсăлать. Унти çĕре транспорт хатĕрĕпе çĕмĕрме, ÿсентăрана ватма, çунтармалли-сĕрмелли япалапа варалама юрамасть. Йĕркене шута хумасан 5 пин тенкĕлĕх штрафлатпăр. Кăçал Пулă тытассипе ĕçлекен патшалăх агентствин Вăта Атăл управленийĕн республикăри пайĕн инспекторĕсем 30-40-шер протокол çырчĕç. Чылайăшĕ автотранспорт водителĕсене пырса тиврĕ. Нумаях пулмасть Мăн Çавалра "пысăк эрешменпе" пулă тытнăшăн хатĕрлерĕм. Вăл — сеткăран тунă хатĕр, унпа кирек хăçан та пулă тытма юрамасть. Кăçал Китайра çыхнă тетелпе усă курнăшăн уголовлă ĕç чылай пуçартăмăр. Айăплисем 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлĕç.

Геннадий НИКОЛАЕВ,

патшалăх инспекторĕ