- Чăвашла верси
- Русская версия
Чылай кĕтнĕ парне
Кĕнеке вулама юратакансем, уйрăмах литература анине тин çеç сухалама пуçланисем «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурс пирки илтмесĕр юлман-тăр. Ăна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки 2002 çулта пуçарнă. Йĕркелÿçĕсем илемлĕ сăмах ăстисен кашни тупăшăвĕ хыççăн чи-чи лайăх хайлавсене пухса кĕнеке кăларассине йăлана кĕртнĕ. Анчах конкурс тăваттăмĕш хут пулсан унта тăратнă ĕçсене уйрăм кĕнекен пичетленине курма май килмерĕ. 2012-2013 çулсенче V конкурс иртрĕ. Нумаях пулмасть çамрăк çыравçăсемшĕн савăнăçлă хыпар çитрĕ - «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /«Открываем новые имена»/ конкурс ĕçĕсен чылай кĕтнĕ тăваттăмĕш кĕнеки тухнă. Унăн презентацийĕ маларах асăннă вулавăшра иртрĕ. Унта калем ăстисем, вĕсен çывăх çыннисемпе тус-тантăшĕ, жюри членĕсем пухăнчĕç.
Комментировать