Парашютпа сикме

21 Апр, 2016

Ку шкулта спортпа туслă ача чылай. Вĕсенчен пĕри - саккăрмĕш класри Диана Табакова. Яваплăскере шкулти хĕрсен волейбол ушкăнĕн капитанĕ пулма шаннă. Ку тивĕçе вăл ăнăçлăн пурнăçласа пырать. Командăна хавхалантарма пĕлнисĕр пуçне кăткăс лару-тăрура та çухалса каймалла мар. Ун пек чухне выляса ямăн

- Спортра яланах çĕнтерÿçĕ пулаймастăн çав. Парăнни те пулкалать. Çакăн пек самантсенче ушкăнри тантăшсене хăпартлантарма пĕлни пĕлтерĕшлĕ, - ăнлантарать хастарскер.

Ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ вĕсем. Шкулта çеç мар, районта та çитĕнĕвĕсемпе палăраççĕ. Пĕр тупăшу уйрăмах Дианăн асĕн-че юлнă.

- Пĕлтĕр районти ăмăртура вылянă чухне пирĕн ушкăнра аслисем, тахçанах вылякансем, виççĕн çеçчĕ, ыттисем - кĕçĕнреххисем, тин кăна вăйă вăрттăнлăхĕсене алла илекенскерсем. Çавăнпа вăй виçме кăткăсрах пулчĕ. Анчах та эпир пĕтĕм чунтан тăрăшрăмăр, 4-мĕш вырăна тухма пултартăмăр, - каласа парать çамрăк волейболист.

Кун хыççăн тăрăшуллă хĕрачасене, çав шутра Дианăна та, Тăвайри «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ районти пĕрлештернĕ волейбол ушкăнне илнĕ. Халĕ Диана тренировкăсене çÿрет, ăсталăхне туптать.

Пиллĕкмĕш класранах волейболпа кăсăкланаканскер ахальтен çак спорт тĕсне суйласа илмен-мĕн. Унăн юратнă ашшĕпе амăшĕ те - ăста волейболистсем. Ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Вĕсем хĕрачашăн тĕслĕх вырăнĕнчех.

Кашни çын пĕр-пĕр ĕмĕтпе çунатланать. Дианăн та ун йышши тĕллев пур - вăл парашютпа сиксе курасшăн. Çакна çывăх вăхăтрах пурнăçласшăн. Экстремаллă спорт тĕсĕ мĕнпе илĕртет-ха черченскере? Парашютпа сиксе вăл хăйĕнчи таçта пытанса ларакан шикленĕве çĕнтерес тĕллевлĕ иккен. «Хăюлăх çитеретĕпех шухăшласа хунине пурнăçа кĕртме!» - терĕ вăл çирĕппĕн.

Нина ЦАРЫГИНА.

Тăвай районĕ,

Тăрмăш шкулĕ. .м.тленекен Диана

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.