Республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕр

20 Апр, 2016

"Шупашкар филиалĕ пире паллаштарчĕ, çывăхлатса туслаштарчĕ! Вăл нихăçан та асран тухас çук!" - РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухакансем аслă шкулпа сывпуллашрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Дипломлă специалистсене çавăн пекех вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Савăнăçлă уява академи директорĕ Игорь Голышев уçрĕ. "Эсир çĕршыври чи пысăк тата пĕртен-пĕр вузран, кун йышши Раççейре тек çук, вĕренсе тухатăр. Сирĕн умра çĕнĕ çул-йĕр, çĕнĕ пурнăç алăкĕсем уçăлаççĕ, хăвăрăн пултарулăха кăтарса пама майсем ытларах пулаççĕ. Çак аслă шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен диплом хаклă хут пек кăна ан упрантăр. Вăл Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлеме хавхалантаракан документ пулса тăтăр", - терĕ Игорь Геннадьевич.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй студент пулнă çулсене аса илчĕ: "Кирек камăн кун-çулĕнче те студент çулĕсем - чи лайăх кунсем. Вĕреннĕ чухне часрах ĕçлеме пуçлас килет. Ĕçлеме тытăнатăн та... Йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, чăрмавсем такăнтараççĕ - вĕренÿ патне таврăнас килсе каять". Михаил Игнатьевич çавăн пекех патшалăх вĕрентÿ тытăмне аталантарма, тивĕçлĕ условисем туса пама нумай укçа уйăрнине, çак сферăри çивĕч ыйтусене çине тăрса татса пама тăрăшнине палăртрĕ.

"Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли - кашниех ыранхи кун çине шанăçпа пăхма пултартăр. Сирĕнтен чылайăшĕ, тен, пулас ĕç вырăнне те палăртман-ха. Анчах кирек ăçта та хăвăра тивĕçлĕ кăтартма пултарасси пирки иккĕленместĕп. Хальхи вăхăтра патшалăх органĕсем пурте патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене ĕçе илме конкурссем йĕркелеççĕ. Вĕсене хутшăнса çĕнтерме майсем çителĕклех сирĕн. Çамрăксене юрататăп, çамрăксене шанатăп эпĕ. Тăван республика ырлăхĕ, пуласлăхĕ - çамрăксен аллинче!" - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан республика Пуçлăхĕ "Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ", "Экономика" направленийĕсемпе пĕлÿ илнĕ 80 ытла выпускнике диплом пачĕ, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Академирен вĕренсе тухакансем Михаил Васильевича тăван республика ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме сăмах пачĕç.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 

Новости по теме