Право ыйтăвĕсен кăмăл-сипет енĕсене тĕпчерĕç

15 Апр, 2016

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕтĕм Раççейри "Политикăпа экономика санкцийĕсен хальхи тапхăрĕнче çын тата патшалăх хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин право тата кăмăл-сипет енĕсем" наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Обществăшăн çивĕч ыйтăва хăйнеевĕр дискусси лапамĕнче сÿтсе явма делегатсем 17 регионтан, çĕршыври паллă 36 аслă шкултан килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче - студентсемпе магистрантсем, ăсчахсем кăна мар, правăна сыхлакан органсенче ĕçлекенсем те.

Конференцин пленарлă ларăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР юстици минстрĕ Надежда Прокопьева, ЧР прокурорĕ Сергей Легостаев, ЧР Аслă сучĕн председателĕн заместителĕ Алексей Шумилов, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕнчери кăткăс паянхи лару-тăру кăмăл-сипет хаклăхĕсене пирĕн пурнăçран хĕссе кăларма витĕм кÿнине, çавăнпа хăрушсăрлăх ыйтăвĕсенче сисчĕвленĕве вăйлатмаллине, тăнăçлăха сыхласа хăварассишĕн кашнин тăрăшмаллине асăнчĕ.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: