Чăваш чĕлхи кунĕнче диктант çырăпăр

8 Апр, 2016

Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ — 2016» акци ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Мускав вăхăчĕпе 13 сехетре пуçланĕ çыру ĕçĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче йĕркелÿ комитечĕн членĕсем пухăнса диктанта хатĕрленсе ирттерес ыйтусене уçăмлатрĕç.

Диктанта яланхиллех И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче, ЧР вĕренÿ институтĕнче çырма май пулĕ. Диктант текстне Чăваш наци телекуравĕпе тата радиовĕпе те вулĕç. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем диктанта Интернетра итлесе çырма та пултарĕç.

Çыру ĕçĕ валли текст суйласа илес ĕç хальлĕхе вĕçленмен-ха. Ăна çирĕплетме ятарласа конкурс пуçарни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Диктант валли кирек кам та текст сĕнме пултарать. Конкурс ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ярса панă текстсене комисси пăхса тухса чи юрăхлине суйласа илĕ. Аса илтеретпĕр: маларахри çулсенче диктант хайлавĕсен авторĕсем Юрий Сементер, Марина Карягина, Леонид Маяксем пулнăччĕ.

Ирина ПУШКИНА.

 

Рубрика: