Йÿнĕ тавар - ярмăрккăра

7 Апр, 2016

Шупашкарта ял хуçалăх продукцине сутас енĕпе ярмăрккă ĕçлеме тытăнĕ. Кун пирки пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче калаçнă, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков йышăнăва алă пусса çирĕплетнĕ.

Ярмăрккă ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче ĕçлеме тытăнĕ. Ял хуçалăх продукцине Шупашкарта виçĕ вырăнта сутĕç: «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче, «Дар» тата «Северная» суту-илÿ компанийĕ» тулли мар яваплă обществăсенче. Унта сутма килекенсене вырăнпа тÿлевсĕрех тивĕçтерĕç. Ярмăрккăра тавара йÿнĕрехпе туянма май пулĕ. Вăл çу уйăхĕн 21-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Рубрика: