Икĕ регионшăн та лайăх çыхăнусем

1 Апр, 2016

Суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника, социаллă пурнăç тата культура — шăпах çак енсемпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Архангельск облаçĕн Правительстви 2014 çулхи çу уйăхĕнче Килĕшÿ алă пуснă. Çавăнтанпа çак регионсен хушшинчи çыхăнусем анлăлансах пыраççĕ.

Акă çак кунсенче Чăваш Ене Архангельск облаçĕн делегацийĕ /унăн йышĕнче — влаç органĕсен, электротехника отраслĕн, сĕтел-пукан производствин, аграри комплексĕн тата суту-илÿ предприятийĕсен представителĕсем/ официаллă визитпа килсе çитрĕ. Хăнасем ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес тата анлăлатас тĕллевпе пирĕн республикăри промышленноç тата агропромышленноç секторĕсен предприятийĕсене çитсе курма планлаççĕ. Сăмах май, Чăваш Республикин промышленноç комплексĕн предприятийĕсен представителĕсем пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Архангельск облаçĕнче пулнă, хăйсен таварĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех унти пысăк организацисен ертÿçисемпе калаçусем ирттернĕ. Асăннă облаçри темиçе предприяти электросетьсене çĕнетме палăртать, çавна май вĕсем Чăваш электротехника предприятийĕсен продукцийĕпе усă курас шанăç та пур. Çавăн пекех Архангельск облаçĕ сысна тата кайăк-кĕшĕк ашне, кăлпасси-сыр таврашне, кондитер изделийĕсене, теплицăра çитĕнтернĕ пахчаçимĕçе Чăваш Республикинчен кÿрсе килессине йĕркелесшĕн.

«Пирĕн, влаç органĕсен, тĕп тĕллев — икĕ регионăн предприятийĕсене, бизнеса тупăшлă çыхăнусем йĕркелеме май туса парасси. Паян эпир Чăваш Енри предприятисен продукцине, импорта улăштарма пултараканнине, ăнăçлă вырнаçтарасси çинчен, хамăр патра мĕн çуккине /тĕслĕхрен, хут, картон, целлюлоза, йывăç тирпейлекен отраслĕн продукцийĕ/ Архангельск облаçĕнчен илсе килесси тавра калаçрăмăр», — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикипе Архангельск облаçĕн представителĕсен пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăвĕ хыççăн. Шăпах çав тĕлпулура Иван Моторин тата Архангельск облаçĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Виктор Иконников çÿлерех асăннă Килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне алă пусрĕç.

«Асăннă Килĕшĕве тата плана пурнăçа кĕртсе икĕ регионăн влаç органĕсем бизнес валли лайăх условисем йĕркелеççĕ. Предприятисем контракт çырса хăйсен продукцине кирлĕ çĕре посредниксемсĕрех, тÿрремĕнех çитереççĕ. Çак мел питĕ шанчăклă, пахалăхлă тата йÿнĕ. Ку вăл улшăнса пыракан рынок условийĕсенче тата импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас тенĕ чухне питех те пĕлтерĕшлĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ Виктор Иконников.

Паян, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, тĕлпулусем малалла пыраççĕ.

 

Рубрика: