Пулăшма шантарнă

31 Мар, 2016

Пушăн 23-мĕшĕнче Раççей ШĔМĕн Шупашкарти полицин 3-мĕш уйрăмне 36-ри хĕрарăм пынă. Хайхискер ăнлантарнă тăрăх, вăл темиçе кун каялла Интернетра кредит илме пулăшмашкăн шантаракан пĕлтерÿ асăрханă, çавăнта кăтартнă адреспа çыру янă. Кĕçех палламан хĕрарăм шăнкăравланă, пулăшăвĕшĕн 5 пин тенкĕ куçарма ыйтнă. Мĕн хушнине лешĕ итленĕ, анчах кун хыççăн «пулăшуçă» çухалнă.

Ултавçăсен серепине Шупашкарта пурăнакан 17-ри пике те çакланнă. Ун патне банк карттине блокировка туни çинчен СМС-çыру килнĕ. Хĕр унта кăтартнă номерпе шăнкăравласан телефона арçын тытнă, хăйĕнпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Хайхискер картта номерне ыйтнă, ĕç-пуçа йĕркене кĕртме шантарнă. Каярахпа хĕр 7 пин тенкĕ çухалнине асăрханă.

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Йĕрке хуралĕ çынсене тимлĕрех пулма, кирек епле информацие те тĕрĕслеме ыйтать.

Рубрика: