«Сантехниксем»

31 Мар, 2016

Пушăн 24-мĕшĕнче, кăнтăрла, Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнче пурăнакан 77-ри кинемейĕн хваттерĕнче шăнкăрав янăранă. Алăк умĕнче хĕрпе каччă тăнă. «Сантехникăна юсамалла», — тесе вĕсем шалалла иртнĕ. Каччă ваннăйне кĕнĕ, пике ватă çынна калаçтарнă. «Кăлтăксем пур, вĕсене пĕтерме 5 пин тенкĕ кирлĕ», — кăштахран ăнлантарнă «сантехник». Кинемей шкапран укçа кăларнă. Ултавçăсене çакă çеç кирлĕ пулнă — нухрат ăçта выртнине вĕсем лайăх астуса юлнă.

Хĕрпе каччă тухса кайнă хыççăн хĕрарăм 20 пин тенкĕ çухалнине асăрханă. Кун пирки вăл йĕрке хуралне пĕлтернĕ. Анчах кинемей хăйне кÿрентерекенсене тĕплĕн сăнласа парайман. Ватă çынран 25 пин тенкĕ йăкăртса кайнă яшпа хĕре халĕ шыраççĕ. Çакнашкал тепĕр тĕслĕх 89-ти ватăпа та пулнă. «Сантехник» килсе кайнă хыççăн вăл 33 пин тенкине шыраса тупайман.

Полици ĕçченĕсем тимлĕх çинчен тепĕр хутчен аса илтереççĕ: палламан çынсене пÿрте кĕртме ан васкăр. Аслă ÿсĕмрисене ун пирки асăрхаттарсах тăмалла.

Рубрика: