Михаил Игнатьев — Челябинск облаçĕнче

28 Мар, 2016

Пуш уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикин делегацийĕ — ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пырать — Челябинск облаçĕнче пĕр-пĕриншĕн тухăçлă ĕçтешлĕх йĕркелес, республика вăй-хăватне кăтартас тата çĕнĕ партнерсем шырас тĕллевпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерет.

Делегаци йышĕнче — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников, ЧР экономика аталанăвĕн, суту-илÿпе промышленноç министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, промышленноç предприятийĕсен тата агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен представителĕсем.

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче визит программинче — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата Челябинск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Борис Дубровскин тĕлпулăвĕ, Челябинск облаçĕн Правительстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ суту-илÿпе экономика, ăслăлăх-техника, социаллă пурнăç тата культура енĕпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемешкĕн Килĕшÿ /вăл малашлăхри икĕ енлĕ çыхăнăвăн тĕп тĕллевĕсене çирĕплетет/ алă пусни.

Визит программинче промышленноç тата агропромышленноç енĕпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси те пур. Çавăн пекех Челябинск облаçĕнче индустри паркĕ тăвас ĕç-хĕлпе “Станкомаш” тĕслĕхĕ урлă паллашма палăртнă.

 

И.НИКОЛАЕВА.