Ушкăнпа каварлашнă

28 Мар, 2016

Республикăра синтетика наркотикĕ сарнă каварлашнă ушкăн тĕлĕшĕпе приговор йышăннă.

Уголовлă ĕçĕн тĕп фигуранчĕ — Украинăри Николаевски облаçĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк. Ку таранччен судпа айăпланманскер Интернет урлă наркăмăшăн пысăк виçине салатнă. Ушкăнри тата пилĕк çын синтетика курьерĕсем, салатаканĕсем пулнă. Наркăмăша пытарма вĕсем вăрттăн вырăнсем шыранă. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче ăс пухнă хĕр.

Наркополицейскийсем тĕпчевпе шырав ĕçĕсем ирттернĕ май наркотике саккунсăр çаврăнăша кĕртнĕ 6 çамрăка тытса чарнă. Вĕсем тунă 15 преступление палăртнă, саккунсăр майпа çамрăксем 260 пин тенке çаврăнăша кĕртнĕ.

Шупашкарти Калинин район сучĕн приговорĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕçĕн пур фигурантне те ушкăнпа каварлашнă тесе айăпланă. Кашнинех 7 çултан пуçласа 15 çулччен ирĕксĕр хăварма йышăннă.

Анна НИКОЛАЕВА.

 

Рубрика: