Юридици пулăшăвĕ - «тÿрĕ линипе»

25 Мар, 2016
2016 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР Юстици министерстви республика прокуратурипе пĕрле «тÿрĕ лини» йĕркелет.

Республикăра пурăнакансем 10-ран пуçласа 12 сехетчен /8352/ 64-20-70 /хушăм — 1921, 1948/, 62-33-53 телефонсемпе шăнкăравласа тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курасси пирки ыйтма пултараççĕ.

«Тÿрĕ линие» ЧР Юстици министерствин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Валентина Николаевна Горелова тата Чăваш Ен прокурорĕн право енĕпе тивĕçтерес тата общественноçпа çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи Альберт Иванович Петров хутшăнаççĕ.