Ăнтăлу çулĕпе

24 Мар, 2016

— Телейлĕ пулас тесен хамăра шанмалла, харсăр пулмалла, сывлăха çирĕплетмелле. Çавăн пекех хаçат-журнал тата кĕнеке вуламалла, — сĕнет Саша Алексеев тунсăхпа асапланакансене.

Тĕрĕсех калать вăл. Нимĕн те ыратмасан, тĕллев лартса хамăр ăна пурнăçласса пĕлсех тăрсан, ăс-тăна анлăлатсан мĕн хăраттăр ĕнтĕ пире? Савăнмалли кăна юлать. Телей вара шăпах çав савăнăçлă самантсенчен тăрать. Эппин, мĕнле ача-ха вăл Саша, çав тери ăслă калаçаканскер? Ахаль шкул ачиех иккен, саккăрмĕш класра вĕренекенскер. Анчах çÿлерех асăннă паллăсене пула вăл пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн туптать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

Саша футболла выляма кăмăллать. Пиччĕшĕ те юратать çак вăййа. Ахальтен мар пĕртăвансем шкулти футбол командинче выляççĕ. Хĕллесерен кăчăрт-кăчăрт юр çинче мĕн тума аван? Паллах, йĕлтĕрпе ярăнма! Шел, пурте ăнланмаççĕ çакна. Тăватă çул каялла, йĕлтĕрпе тин кăна чупма вĕреннĕскер, Саша çак енĕпе ăмăртăва хутшăннă та пĕрремĕш вырăна тухнă. Куратăр-и, ăнтăлу мĕн патне илсе çитерет? Хавхаланса ÿкнĕскер кайран тепĕр ăмăртура та мала тухнă.

Физкультура олимпиадинче районта ăна çитекен çук, республика шайĕнчине те хутшăнма тивĕçнĕ Саша. Мĕн калăн, чăннипех те маттур.

— Шкул хыççăн тÿрех салтака кайăп. Автомобиль çарне лекесчĕ. Пичче каласа панине итлетĕп те çар тумĕ тăхăнас туртăм вăйлансах пырать, — пĕлтерет арçын ача.

Вăхăт çитсен тивĕçлĕ салтак пулас тесе вăл халех çан-çурăмне çирĕплетет: чупать, ятарлă хăнăхтарусем пурнăçлать. Çу уйăхĕнче акă «Зарница» вăййисене хутшăнма палăртнă-ха. Походсене час-часах çÿрени вара, Сашăн шухăшĕпе, кирек епле лару-тăруран та çаврăнкаласа тухма вĕрентет. Кулленхи пурнăçра ку питĕ кирлĕ.

Хĕллехи вăхăтра вăл юратнă йыттипе Джулипе пĕрле уçăлса çÿреме кăмăллать. Час-часах пĕрле выляççĕ вĕсем, юр çинче йăванаççĕ. Çавăн пек самантсенче иккĕшĕ те хăйсене савăнăçлă туяççĕ.

Саша спектакльте выляма та ăста, уйрăмах старик сăнарĕсем аван пулса тухаççĕ унăн. Пĕлтĕр Шупашкарта «Çĕнелÿ хунавĕсем» республика конкурсĕнче вĕсен пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ спектакль пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

Тепĕр таланчĕ вара — ÿкересси. Ку арçын ачана ашшĕнчен куçнă.

Пултаруллă çын пур çĕрте те маттур тени тĕрĕсех çав. Саша пек ачасене тĕл пулсан çак сăмахсен чăнлăхĕ куçкĕретех.

Лариса ПЕТРОВА.

Тăвай районĕ,

Тăрмăш шкулĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.