Тата — вице-премьер...

22 Мар, 2016

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрий Васильева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Юрий Васильевпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура Михаил Игнатьев çак йышăну право йĕркине тивĕçтерес ыйтусемпе право хуралĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемеллипе сăлтавланă. "Республикăри обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ. Анчах, тепĕр енчен, çĕнĕ ыйтусем тухса тăраççĕ, пирĕн республика территорийĕнчи социаллă тăнăçлăха тивĕçтермелле", — тенĕ Михаил Васильевич.

Вăл палăртнă тăрăх — республикăра Коррупципе кĕрешмелли наци планĕн мероприятийĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕç ăнăçлă. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн йышăнăвĕпе Чăваш Ене коррупцие хирĕç мероприятисен ăнăçлăхне тĕрĕслесе пăхмалли пилот регион вырăнне палăртнă. "Планпа килĕшÿллĕн пурнăçланă ĕçе ăнăçлă тесе хакланă. Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене, правăна пăснине тупса палăртатпăр, должноçри тивĕçлĕ çынсем явап тытаççĕ. Йĕркене çирĕплетессине малалла тăсăпăр, çав шутра — вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çыхăннă тĕрĕслевпе надзор ĕç-хĕлне тишкерсе те. Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен ертÿçисен умне лартнă тĕллевсене шута илсе нумай ĕç пурнăçланă", — тенĕ республика ертÿçи.

Юрий Васильев Чăваш Ен Пуçлăхне хăйне шаннăшăн тав тунă: "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине шанса панă тĕллевсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларăм. Республика Правительствин тухăçлă ĕçлекен командипе пĕрле умри тĕллевсене пурнăçласси пирки иккĕленместĕп".

Палăртни вырăнлă: Юрий Васильев ЧР Пуçлăхĕн Администрацине 2014 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнчен тытăнса ертсе пырать.

К.ВОЛКОВ.