Сивĕ шывра ишме хăрамаççĕ

22 Мар, 2016

Тюмень хулинче сивĕ шывра ишес енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ çĕршывран 1500 яхăн спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне унта 9 çын хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсем чемпионатран 14 медальпе таврăнчĕç.

ЧР аквайспорт федерацийĕн президенчĕ Снежана Лупилина пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен моржĕсем 25, 50, 100 тата 450 метрлă дистанцисенче ăмăртнă. «Тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе тупăшрĕç пулин те пирĕннисем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. МЧС тытăмĕнче ĕçлекен Андрей Горяинов уйрăмах савăнтарчĕ. Раççей спорт мастерĕ пухмача 9 наградăпа пуянлатрĕ», — терĕ ертÿçĕ. Шупашкарти ишевçĕсен шкулĕнче ăсталăха туптанă çамрăка 100 тата 200 метрлă дистанцисенче ытларах ăннă: вăл пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Тепĕр икĕ тупăшура — кĕмĕл медаль, ыттисенче «бронза» çĕнсе илнĕ.

Тĕнче турнирĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ Татьяна Александрова вара 200 тата 450 метрлă дистанцисене иккĕмĕш вĕçленĕ. Михаил Андронов сусăрсен ушкăнĕнче мала тухма пултарнă, Валерий Губаньков — эстафетăра. Çамрăк спортсмен Павел Лапин та тĕлĕнтернĕ. Ку ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăннăскер тÿрех виçĕ медальлĕ пулнă.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: