Деклараци кĕтет инспекци

19 Мар, 2014

Налук органĕсенчи Уçă алăксен кунĕсем йăлана кĕчĕç темелле. Пĕтĕм Раççейре йĕркелекенскерсем кăçал виççĕмĕш хут иртрĕç. Пуш уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче республикăри налук инспекцийĕсенче халăх чăннипех йышлă пулчĕ. Сăмах май, кăçалхи акцин уйрăмлăхĕ те пур - ака уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче те Уçă алăксен кунĕсем пулаççĕ.

Федерацин налук службин Шупашкарти инспекцийĕ. 11 сехет. Налук тÿлекенсене йышăнма уйăрнă ятарлă залра çын нумай. Пай пуçлăхĕ Светлана Терентьева пĕлтернĕ тăрăх - кăнтăрла та çитмен-ха, анчах çынсенчен 177 деклараци йышăнма та ĕлкĕрнĕ. «Официаллă» ĕç кунĕ 9 сехетре пуçланать, анчах çынсем 8 сехет тĕлнех килме пуçланă та - кĕттерес темен, алăксене маларах уçма тивнĕ. Пирвайхи клиента парне те панă.

Деклараци кампанийĕ пырать вĕт - вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Камăн саккунпа килĕшÿллĕн тупăшсем çинчен отчет тумалла - вĕсене йышăнаççĕ. Нумайăшĕ «вычет» илесшĕн - вĕсем те килеççĕ. Малтанхисен ака уйăхĕ вĕçлениччен деклараци парса ĕлкĕрмелле, иккĕмĕшсем вара декларацие çулталăк тăршшĕпех пама пултараççĕ. Çавна май вĕсемшĕн ку ĕçе çулла туни, тен, аванрах та пуль - ун чух инспекцисенче çын сахал, черет кĕтме тивмĕ. Анчах тепĕр самант та пур-çке: хваттер туяннипе, медпулăшу илнипе, вĕренÿпе çыхăннă тăкаксене налук хумалли виçерен кăларттарса «вычет» илмешкĕн декларацие мĕн чухлĕ маларах паратăн - тÿлеве те çавăн чухлĕ маларах илетĕн. Палăртса хăварар: йĕркепе килĕшÿллĕн налукçăсен укçана деклараци йышăннă хыççăн 4 уйăхран кая юлмасăр тавăрса памалла, Шупашкарти инспекци вара ун чухлĕ кĕттермест - вăтамран уйăх çурă иртет.

Уçă алăксен кунне хатĕрленнĕ май налукçăсем хăйсен ĕç режимне кăна улăштарман, клиентсене йышăнакан ĕçченсен шутне те пысăклатнă. Çавна май килекенсен нумай кĕтме тивмест. Налуксем тĕлĕшпе тĕрлĕ канаш параççĕ, декларацие çырса тултарма пулăшаççĕ, онлайн-сервиссемпе усă курмалли майсем пур - меллĕ. Ытти чух налук тÿлекенĕн инспектор патне хатĕр деклараципе килмелле, паян вара авă кирлĕ документсене кăтартса консультантсемпе пĕрле деклараци хатĕрлеççĕ. Тепĕр тесен аслă инспектор Фруза Коракова çынсен налук тÿлессипе çыхăннă «хут пĕлменлĕхĕ» чакса пынине палăртать. Çапла, çыншăн декларацие хăй тĕллĕн çырса тултарасси пирвайхи хутĕнче йывăр - пулăшу кирлĕ, иккĕмĕш-виççĕмĕш хучĕсенче вара хăнăху пур та - хăйсемех вăй çитереççĕ.

Инспекцисенче черетсем ан пулччăр тесе налукçăсем çак тапхăрта декларацисене предприятисенче йышăнассине те йĕркеленĕ. Ĕçлекен çыннăн вăхăт çукрах вĕт - капла чăннипех меллĕ. Паллах, пĕчĕк предприятисенех çитеймеççĕ, пысăккисенче вара - тархасшăн. Сăмахран, «Элара» заводра ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Инспектор патне хăш цех хăш вăхăтра пырассине малтанах палăртаççĕ, черете çырăнаççĕ - никам та кĕтсе тăмасть.

Налукçăсем хаçат урлă асăрхаттарма та ыйтрĕç: çулленех деклараци памалли вăхăт вĕçленсе пынă чухне халăх йышлă килет. Темшĕн-çке эпир вăл е ку ĕçе яланах юлашки кунсене хăваратпăр. Çавна май черетсем капланаççĕ - çынсем хăйсемех кăмăлсăр. Пĕлтĕр пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти инспекци 15 пин деклараци йышăнма ĕлкĕрнĕ. Кăçал çак кун тĕлне ку йыш хушăннă - 16 пин ытла. Анчах çакă та деклараци пама тивĕççисен 20% кăна-ха. Акă мĕншĕн инспекцие каяссине ака уйăхĕн вĕçне хăварас марччĕ, тивĕçе хальтерех пурнăçлани хамăршăнах лайăх. Пушшех - Уçă алăксен кунĕсем татах та пулассине кура. Ака уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенчи акципе те усă курса юлăр.


Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.