Тавралăхшăн тăрăшса

10 Мар, 2016

Çула тухма çăмăл мар

"Тăван тавралăха эсĕ мĕнле хисеплетĕн?" - тесе ыйтсан пĕри, тен, хăйĕн ĕмĕрĕнче йывăç лартнине аса илĕччĕ. Тепри килти хуçалăха тасалăхра тытнине калĕччĕ. Ку аван, анчах çутçанталăкăн чăн тусне, уншăн хыпса çунакана, унăн шăпи çинчен шухăшлакана пирĕн хушăра тупма пурпĕр çăмăл мар иккен. Ĕçлĕ çула тухас умĕн ун пеккисене шыраса Канаш районĕнчи темиçе ял тăрăхне шăнкăравларăм. Харпăр хăйĕн территорине йывăç-курăк, чечек лартса илемлетекенсем пур, анчах тавралăхăн чăн патриочĕсем çукрах. Атнаш ял тăрăхĕнче кăна Калиновкăри пĕр хĕрарăм ятне асăнма пултарчĕç. Вырăнти пухусенче вăл çырма-çатрапа вăрмана çÿп-çапран тасатас ыйтăва хускатнă-мĕн, ку ĕçе хăй пуçăннине кура ыттисене хастартарах хутшăнма чĕннĕ. Кунтан ытла нимĕн те хушса калаймарĕç, пуçаруçă-хĕрарăмăн телефон номерне те пĕлтереймерĕç. Ял тăрăхĕн сайтĕнче Луиза Николаевна Трофимова çинчен мĕнле те пулин информаци пуласса шанмарăм, анчах шырама ÿркенмерĕм. Ку, паллах, кăлăхах пулчĕ. Çул çÿрев ăнасса чухламасăрах тепĕр кунне Калиновкăна çитсе тухрăм.

Ял вырнаçнине кăтартакан çул паллине асăрхаса машинăпа кукăра пăрăнтăмăр та текех малалла каяймарăмăр. Калиновкăна тÿрремĕн çитме май çук-мĕн. Аслă çул çине тухса пĕли-пĕлмиех тепĕр кукăрта çаврăнтăмăр. Хирĕç килекен машина водителĕсенчен пулăшу ыйтса ял пуçне çитсе тухрăмăр. Пире йывăç каштасем çине шифер çапса тунă хуралтă кĕтсе илчĕ. "Ыр çын алли автобус кĕтекенсем валли тунă пулас-ха", - вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Кăшт йăнăшрăм иккен - шкул автобусне кĕтекен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ тăрăшни паллă пулчĕ. Сивĕре, çумăрта шăнса тăракансене шелленĕ. Калиновка ачасемпе пуян. "Вăрман хĕрринче пурăнатпăр пулсан та çывăрмастпăр. Çамрăксем йышлă çуратаççĕ", - пĕлтерчĕ çула тухнă патвар хĕрарăм. Чăн та, 2-3-шер кăна мар, 6 ачаллă çемьесем те пур-мĕн. Ял аталанать, çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, пушшисем сахал. Анчах тавра çулпа Калиновкăна пассажирсене турттаракан пĕр транспорт та çÿремест. Хулана е унта-кунта кайма çăмăл машинăллă кÿршĕсемпе калаçса татăлмалла е такси чĕнтермелле. Аслă çул çине сахалран та 5 çухрăм утса тухма ватăсене, ачасене çăмăл мар. Тÿртен çул çук, çурлă-кĕрлĕ пĕç таран пылчăк çăрмалла.

Ытларах ватăсем пурăнсан Калиновкăна малашлăхсăр теме те пулатчĕ, анчах ача-пăчаллă ялта фельдшер пункчĕ те çук, пуçламăш шкула та хупнă. Юрать, лавкка тата клуб пур. Унсăр пуçне уйăхра 2-3 хут пенси салатма кунта почтальон пырса каять. Вăл килессе кĕтсе пенсионерсем клуба пуçтарăнаççĕ.

 

Эсĕ вараламан пулсан – кам?

Луиза Николаевна Трофимова та - тивĕçлĕ канури çын. Кунта çуралса ÿснĕ, анчах чылай çул Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Тăван тăрăха пăрахман, çĕр илсе çурт хăпартнă. Ялта тĕпленсен хăйĕн сывлăхне çирĕплетмешкĕн утма, чупма пуçланă. Çывăхри вăрмана та çÿренĕ. Вĕри чунлă хĕрарăма мĕн пĕчĕкрен типтерлĕхе вĕрентсе ÿстернĕ. Вăрмана çÿп-çаппа йĕркесĕрлĕхе кăларнине курсан унăн çÿçĕ-пуçĕ вирелле тăнă. Мĕнле-ха апла? Ял халăхĕ кунта кăмпана, çырлана çÿрет, тасамарлăх çĕре наркăмăшлантарнă май çимĕçе те витĕм кÿрет-çке. Луиза Николаевна çумăр витĕр икĕ кун çÿп-çапа вăрман ăшĕнчен пуçтарса унăн хĕррине йăта-йăта тухнă, пĕр вырăна купаланă. 27 мăшăр атă-пушмак, 3-4 мăшăр коньки тупнине паянхи кун пекех астăвать. Памперс, бутылка кăна-и? Урпакарти ятлă çырмана пĕри машина кузовне вăркăнтарнă. Тепри кивĕ çурта пăснă хыççăн пĕренисене килсе пăрахнă.

Çÿп-çап купинче килте ĕмĕр упранмалли япаласем те тупнă ял "санитарĕ". Пĕррехинче йывăç çумĕнче виç кĕтеслĕ салтак çырăвне курсан тÿсеймен - автор тăванне кайса панă. Лешĕ çакăншăн тав тунă - ачисем кивĕ çурта пăснă май япаласемпе кăларса пăрахнă-мĕн. Ĕлĕкхи пир тĕртмелли станока асăрхасан ăна çуса тасатса музея кайса парас шухăш пуçа пырса кĕнĕ. Анчах хăйĕнчен ыттисене култарас мар тесе именнĕ.

Çапла кашнинче вăрмана е çырмана утмассерен Луиза Трофимова тавралăха йĕркене кĕртет. Çакна кура ял çыннисене намăс пулмалла пек те. Çук вĕт. Хăйсем пурăнакан вырăна наркăмăшлантарнине, тавралăха вараланине ăнланасшăн мар. Çав çĕр çинчи çимĕçе кайран ăша яратпăр: кăмпи-çырлине те, пуллине те...

Ахăртнех, Калиновка енне çÿп-çапа çичĕ ютранах килсе пăрахмаççĕ. Анчах ăна пуçтармашкăн тухма ыйтсан нумайăшĕ тунать. Канăçа пĕлмен Луиза Николаевна пĕлтĕр ирхине кĕтÿ хăваланă чух çынсене çырма-çатрана тасатмашкăн тухма ыйтнă. "Эпир çÿп-çапа унта кăларса тăкмастпăр", - тенĕ пĕри. Хĕрарăм ăна хăй сăнанă тĕслĕхе аса илтернĕ. Лешĕн ывăлĕ сурăх тирне шăпах çырмана вăркăтнине курнă вăл.

Чылайăшĕ ялта пĕр-пĕрне асăрхаттарма шикленет. Луиза Трофимова чăннине куçран калать. Хăшне-пĕрне çакă килĕшмест те пулĕ. Анчах çынна япăх мар, лайăх тăвассишĕн тăрăшать-çке вăл. Ун пек пуçаруçăсене ырламалла, хавхалантармалла, мĕншĕн тесен унашкаллисемпе пĕрле кар тăрса пысăк ĕç тума пулать.

Шел те, Луиза Николаевнăна ăнланакан, пулăшакан сахалрах. Уншăн хĕрарăм кÿренмест. Ара, выльăх йышлă тытаканăн тепĕр чух вăхăт та çитмест. Хĕрĕ патне хулана çÿреме тивнĕрен вăл ăна хальлĕхе усраймасть. Хуçалăха кама шанса хăварăн? Çавах вăхăт иртнĕ май ырă ĕçĕн усси пуласса шанать. Пĕлтĕр кĕркунне вăрмана, çырмана çÿп-çапран тасатма тухнă çынсене тав тăвать. Алина Расева, Вадим Владимиров, 80-ран иртнĕ Ольга Иванова, 70 çула çывхаракан Раиса Иванова пулăшнă ăна. Тепĕр кунне юр çунăран ĕçе малалла тăсайман. "Вăрман хĕрринчи купасене пĕтермеллех", - тет хĕрарăм. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çÿп-çапа михĕсене тултарса хума сĕнеççĕ. Анчах вĕсене вăхăтра илсе каймасан урам тăрăх чупакан йытăсем туххăмрах тăлпаса пĕтереççĕ. Çавăнпа ку ыйтупа тĕплĕ ĕçлемеллине палăртать хĕрарăм. Пĕрре тасатнă хыççăн халăх çырмана текех вараламанни пĕлтерĕшлĕ.

Кил хушшинче кăна типтерлĕ пулни паян çителĕксĕр. Тăван яла, тавралăха чăннипех хисеплесен эпĕ те, эсир те çунтарма май пур çÿп-çапа халăх канма çÿрекен вырăна кăларса ывăтмастăр. Енчен те çапла тăватпăр пулсан пирĕн чун культури пĕчĕк шайра-ха.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.